Мария УХСАЙ: «Мăшăрăм ĕçĕмшĕн çуннине туятăп»

29 Кăрлач, 2018

Чăваш çыравçи, драматургĕ Мария Ухсай çуралнăранпа 110 çул çитрĕ. Унăн ячĕ чăваш литературинче паллă вырăн йышăнать. Ахальтен мар ăна Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе наградăланă /1960/, «Чăваш АССР искусствисен тава тивĕçлĕ деятелĕ» хисеплĕ ят панă /1968/.

Мария Дмитриевна 1908 çулхи шартлама хĕл сиввинче Куславкка районĕнчи Карач ялĕнче çуралнă. Ашшĕ ялти учитель пулнă, анчах чиркĕве хирĕç пырать тесе ăна шкулта ĕçлеме чарнă. 1921 çулта вун çиччĕри Маруç ашшĕсĕр тăрса юлнă. Карачри шкулта 6 çул вĕреннĕ хыççăн Хусанти чăваш педагогика техникумне çул тытнă вăл. Йывăр чирленĕрен çулталăкран ытла каяйман унта, 8 класс таран ялĕнчех вĕреннĕ.

«Кăрлачăн 25-мĕшĕнче — Татьянăсен кунĕнче — 44 çулти Татьяна Николаевна хăйĕн кĕçĕн хĕрне Маняшăна çуратнă. Çапла чĕннĕ ăна çемьере. Маня — Мария Ухсай, манăн анне. <...> Аттепе анне пĕр япалашăн çеç — ачисене пĕлÿ парас тесе — ăнтăлнă», — çырнă Ухсайсен хĕрĕ Ольга /мăшăрăн икĕ хĕр — Ольга тата Елена. — Авт./ пĕр аса илĕвĕнче.

1925-1929 çулсенче Мария Ухсай Шупашкарти педагогика техникумĕнче вĕреннĕ. Кун хыççăн тăватă çул ялти шкулта ĕçленĕ. Коллективизаци тапхăрĕ пуçлансан Мария Дмитриевна вĕрентнипе çеç çырлахман, халăх хушшинче пĕтĕм вăйне хурса тимленĕ: вырăнти хуçалăхпа культура ĕçĕсем валли сулăм укçи пухас, хут пĕлменлĕхе пĕтерес, клубра спектакльсем лартас тĕлĕшпе ырми-канми тăрăшнă. Тепĕр чухне спектакльсем валли суйланă вырăсла пьесăсене хăех чăвашла куçарнă.

<...> 1933 çулхи кĕркунне вăл И.Яковлев ячĕллĕ педагогика институтне вĕренме кĕнĕ. Канашри тата Чĕмпĕрти педагогика училищисенче, унтан Тĕрлемесри вăтам шкулта вырăс чĕлхипе литератури вĕрентнĕ. 1940 çулхи раштав уйăхĕнче Ухсайсен çемйи Шупашкара куçнă. Анчах кунта нумаях пурăнайман вĕсем: кĕçех Яков Ухсай вăрçă хирне тухса кайнă. Мария Дмитриевна яла таврăннă. Хĕлле вăл ачасене вĕрентнĕ, çулла колхоз бригадирĕ пулнă.

1947 çулта литература ĕçне кÿлĕнет вăл. Вырăссен чаплă драматургĕ А.Островский çырнă «Парнесĕр хĕр» драмăна чăвашла куçарса уйрăм кĕнекен кăларать. Çав çулах «Ялав» журналта унăн «Хăйă çутипе», «Типĕ çыран хĕрринче» хайлавĕсем пичетленеççĕ. Ку тата ытти калавĕсенче автор ачасен пурнăçне питĕ ăшшăн та ăста сăнласа кăтартать. Çак çулах Мария Ухсайăн «Калавсем» кĕнеки тухать. Вулакансем ăна хапăл туса йышăнаççĕ, критиксем те тивĕçлипе хаклаççĕ. 1949 çулта вара Мария Ухсая СССР Писателĕсен союзне илеççĕ.

1952 çулта хĕрарăм тахçанхи ĕмĕтне пурнăçлама — пĕрремĕш тĕнче вăрçипе Октябрьти революци вăхăтĕнче чăваш ялĕнче класс кĕрешĕвĕ çивĕчленсе пынине сăнласа кăтартакан виçĕ кĕнекеллĕ роман çырма — тытăнать. «Кăра çилсем» ят парать. Повеç тăрăх драма та хайлать. Ăна республикăри Çамрăксен театрĕ сцена çине ăнăçлă кăларать. Театрти малтанхи çитĕнўпе хавхаланса Мария Ухсай кĕçех тепĕр пьеса — «Çу, çумăр, çу» драма çырать. Часах «Драмăсемпе» /1961/ «Комедисем» /1965/ кĕнекисем те кун çути кураççĕ.

<...> Чылай вăхăт Мария Ухсай «Ялав» тата «Капкăн» журналсен редколлеги членĕ пулнă, чăваш писателĕсен драма секцине ертсе пынă.

«<...> Пĕр çулхине эпир, писательсем, Çĕмĕрле районĕнчи колхозсенче, шкулсенче пултăмăр, литература каçĕсем ирттертĕмĕр. Пирĕнпе Мария Дмитриевна та пынăччĕ. <...>

— Эпĕ халăх поэчĕ Яков Гаврилович Ухсай сирĕн мăшăр тенине илтнĕ. Эсир произведенисем çырнă чухне пĕр-пĕрне пулăшатăр-и? — ыйтрĕ унран пĕр вулакан.

— Вырăнлă ыйту. Эпĕ Яков Гавриловича хам пулăшнипе мухтанаймастăп. Анчах та вăл ман ĕçĕмшĕн çунса тăнине яланах туятăп. Яков Гаврилович манăн вĕрентекен тесен те йăнăш пулас çук, — терĕ Мария Дмитриевна.

Эпĕ мăшăрăмпа Марьепе Ухсайсен килĕнче час-часах пулаттăм. Питех те тарават кĕтсе илетчĕ хĕрарăм хăйсен тусĕсене, — çырнă Василий Давыдов-Анатри пĕр аса илĕвĕнче.

«Яков Ухсайпа Мария Дмитриевна пирки: «Вĕсем хăна кĕртмен, çынсене хăйсем патне чĕнмен», — тесе калаçнине час-часах илтме пулать. Пулĕ те. Пултарулăх çыннисен сĕтел хушшинче шавласа-кĕрлесе ларма вăхăчĕ те пулман тен? Иккĕшĕ те çырнă-çке-ха вĕсем.

Çапах та эпĕ Ухсайсен килĕнче пулнă та, хăналаннă та. Яков Ухсай хăш-пĕр чухне: «Георгий, кил-ха, калаçса ларăпăр», — тетчĕ. Эпĕ пыраттăм.

Мария Дмитриевна та итлетчĕ. Анчах вăл пирĕнпе пĕрле лармастчĕ. Юнашар пÿлĕмре, алăк уçса хурса итлетчĕ. Кайран вара, сăвăсем вуласа пĕтерсен, пĕлĕм антарса паратчĕ. Вăл лайăх антăр тесе-тĕр — пулăштух та лартатчĕ», — хăйне евĕр аса илнĕ Ухсайсене Георгий Ефимов поэт.

Ăста çыравçă 1969 çулхи авăн уйăхĕн 25-мĕшĕнче тăван ялĕнче вилнĕ. Тулли верси...

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.