МĂЙ МЫШЦИСЕМ ЫРАТАÇÇĔ ЫРАТАÇÇĔ

30 Раштав, 2015

Çил лексен, тарланă хыççăн шăнсан мăй-хулпуççи мышцисем ыратма пуçлаççĕ. Миозит грипп, ОРВИ, вăрах тонзиллит хыççăн та, амансан та аталанма пултарать. Чиртен сипленнĕ чухне килти мелсемпе те усă кураççĕ.

Чирĕн çивĕч тапхăрĕнче канлĕх кирлĕ. Ăшă тăхăнмалла, шăнасран, вичкĕн çил çине лекесрен асăрханмалла. Тĕрлĕ шĕвекпе сăтăрни, компресс, массаж, ятарлă хусканусем /вĕсене сывалса пынă чухне тин тумалла/ пулăшаççĕ. Мăя шурă эрехе е спирта шывпа çурмалла хутăштарса сăтăрма юрать.

Компресс

  • Купăста çулçин пĕр енне хуçалăх супăнĕ нумай сĕрмелле, çиеле апат соди чылаях сапмалла, ыратакан тĕле хумалла. Полиэтиленпа витмелле те мăя ăшă шарфпа чĕркемелле. Компреса талăкра пĕрре çĕннипе улăштармалла. Сиплев курсĕ - сывлăх лайăхланиччен.
  • 4 апат кашăкĕ ирĕлтернĕ сысна ăш çăвне типĕ чăрăш тăррин /хвощ полевой/ 1 чей кашăкĕ порошокĕпе хутăштармалла. Çак хутăша мăя сĕрмелле, полиэтиленпа витсе чĕркемелле. Компреспах çывăрмалла. Курс - сывлăх лайăхланиччен.
  • Виçĕ çĕрулмине хуппипех пĕçермелле, темиçе сий марльăпа мăй çине хумалла, çăм шарфпа витмелле. Çĕрулми нимĕрĕ сивĕнсен илмелле те ыратакан вырăна одеколонпа сăтăрмалла, мăя каллех ăшă шарфпа чĕркемелле. Чылай чухне çĕрлене хирĕç пĕр процедура ирттерсенех ыратни лăпланать. Çапах та шанчăклăрах пулма компреса икĕ хутчен хума сĕнеççĕ.
  • Хупахăн чĕрĕ 5 çулçине вĕрекен шыва чиксе кăлармалла, пĕр-пĕрин çине хумалла. Çак компреса ыратакан тĕле çăм шарфпа çыхса çирĕплетмелле. Кунне 3 сехетрен кая мар тытмалла. Курс - сывлăх лайăхланиччен.

Ансат гимнастика

Çивĕч тапхăр иртсен хусканусем тума тытăнмалла. Урасене пĕрле тытса тăмалла, алăсене айккинелле сармалла. Вĕсене малалла-хыçалалла 10-шар хут çавăрттармалла.

Ларса е тăрса пуçпа малтан пĕр еннелле, унтан тепĕр еннелле асăрханса çавра хусканусем тумалла. Унтан пуçа сылтăмалла-сулахаялла, аялалла-хыçалалла майĕпен пĕкмелле. Кашни хусканăва 5-шер хут тумалла.

Сăтăрма

1. Миозит чухне пыл паха витĕм кÿрет. Унпа ыратакан вырăна сăтăрмалла, полиэтиленпа витмелле, ăшă япалапа çыхмалла. 15-20 минут тытмалла. Процедурăна кунне темиçе хут пĕр эрне тумалла.

2. Аптекăра туяннă лавр çул­çин çăвне 10 тумлам илсе 1 литр ăшă шыва ярса пăтратмалла. Шĕвекре алшăллине йĕпетмелле, пĕтĕрмелле, ĕнсе çине /мăй миозичĕ чухне/ хумалла. 15-20 минут тытмалла. Процедурăна кунне темиçе хут сывлăх лайăхланиччен тумалла.

3. Сиренĕн 1 апат кашăкĕ типĕ чечекне çур литр спирта ярса тĕттĕм вырăнта пĕр эрне лартмалла. Шыçнă мышцăсене настойкăпа кунне темиçе хут сăтăрмалла.

4. Пысăк икĕ сухана вĕтетмелле, çур литр спирта ярса 2 сехет лартмалла. 1 апат кашăкĕ камфора спирчĕ хушмалла. Тĕттĕм вырăнта 10 кун лартмалла. Настойкăпа ыратакан мышцăсене кунне пĕрре сăтăрмалла.

5. Çемçетнĕ услам çăва эмел курăкĕн /ромашка аптечная/ вĕтетнĕ типĕ чечекĕпе 1:4 шайлашупа хутăштармалла. Холодильникре упрамалла. Хутăшпа ыратакан вырăнсене кунне 2-3 хут сăтăрмалла. Усă курас умĕн ăшăтмалла. Курс - пĕр эрне.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.