Медицина пулăшăвĕ çÿллĕ шайра

23 Çĕртме, 2018

«Кунта йăлтах çĕнĕ, питĕ таса та хăтлă. Пире килĕшет!» — шăпах çапла хакларĕç республикăри Ача-пăча клиника больницин анестезиологипе реанимаци уйрăмне тĕпрен юсаса çĕнетнĕ хыççăн уçма хутшăннисем.

Ку больница çуртне 1985 çулта тунă. Реанимаци уйрăмĕнче 2006 çулта пысăках мар юсав ирттернĕ-ха, анчах тĕплине йĕркелемешкĕн хальччен май килмен. Кăçал вара çак уйрăма тĕпрен юсаса çĕнетмешкĕн республика бюджетĕнчен 5,8 миллион тенкĕ уйăрнă. Çавăн пекех медицина оборудованийĕ туянмашкăн, ăна монтаж туса вырнаçтармашкăн — тепĕр 110 миллион тенкĕ.

Ача-пăча клиника больницин тĕп врачĕ Анатолий Павлов савăнăçлă мероприятие килнĕ çынсене экспресс-лабораторие, реанимаци залне, юнăн гравитаци хирургийĕн кабинетне, ординатура тата ытти пÿлĕме кăтартса çÿрерĕ. Тĕплĕ юсав валли уйăрнă укçапах ăшă, шыв, электричество, канализаци, вентиляци тытăмĕсене, пушар сигнализацине те улăштарнă. Реанимаци уйрăмĕнче пĕтĕмпе 12 койка. Кунта çулталăкра 500 ача /тин çуралнисенчен пуçласа 18 çула çитичченхисем/ сипленеççĕ. Больницăри анестезиолог-реаниматологсем районсенчи ачасене те квалификациллĕ реанимаци пулăшăвĕ кÿреççĕ. Паллах, çĕнĕ оборудование пула çакнашкал медицина пулăшăвне тата çÿллĕрех шайра кÿресси иккĕлентермест. Реанимаци уйрăмĕнче районсенчи тĕп больницăсен анестезиолог-реаниматологĕсем, врач-интернсем, ординаторсем стажировкăра пулаççĕ тата вĕренеççĕ.

Юсаса çĕнетнĕ анестезиологипе реанимаци уйрăмне уçнă çĕре Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăнчĕ. Хăй мĕн курнипе кăмăллă юлчĕ вăл. Уйрăмра вăй хуракан врачсемпе медицина ĕçченĕсене ачасен сывлăхĕшĕн тăрăшнăшăн тав турĕ, ăнăçу сунчĕ.

Мероприяте çавăн пекех РФ Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн Социаллă политика енĕпе ĕçлекен комитечĕн членĕ Владимир Круглый, РФ Сывлăх сыхлавĕн министерствин штатра тăман ача-пăча тĕп специалисчĕ анестезиолог-реаниматологĕ Сергей Степаненко хутшăнчĕç. Вĕсем регионсенчи больницăсенче кун пек лайăх реанимаци уйрăмĕсем çуккине палăртрĕç. Чăваш Ен ку енĕпе ыттисене ырă тĕслĕх кăтартнине пĕлтерчĕç.

Михаил ИГНАТЬЕВ, Чăваш Ен Пуçлăхĕ:
— Пирĕн тĕп тĕллевсенчен пĕри — халăха хăйĕн сывлăхне упрама хăнăхтарасси, çынсене пахалăхлă медицина пулăшăвĕ парасси. Ку больницăри реанимаци уйрăмĕнче условисем халĕ питĕ лайăх. Чи кирли — кунта вăй хуракан тухтăрсемпе медсестрасен ĕçлес кăмăлĕ пысăк пулни.
Анатолий ПАВЛОВ, республикăри Ача-пăча клиника больницин тĕп врачĕ:
— Республика бюджетĕнчен уйăрнă укçапа тĕплĕ юсав ирттерме, çĕнĕ оборудовани туянма май килчĕ. Пирĕн реанимаци уйрăмĕ Атăлçи тăрăхĕнче чи лайăххисен шутне кĕрессе шанатпăр. Çак пулăшушăн республика ертÿлĕхне тав тăватпăр. Эпир кунта пĕчĕк пациентсем ашшĕ-амăшĕпе пĕрле пулмаллин концепцине пăхăнатпăр, çакă ачасене хăйсене хăтлăрах туйма май парать.
Валентина ЧУМАКОВА, больницăн реанимаци уйрăмĕн анестезиолог-реаниматолог тухтăрĕ:
— Халĕ оборудовани питĕ çĕнĕ, пур çĕрте те хăтлă. Çавăнпа тата тăрăшарах ĕçлес килет. Пирĕн пĕчĕк пациентсем те кăмăллă: вĕсем патне ашшĕ-амăшĕ тăтăшрах килет-çке.

 

Рубрика: 

Комментари хушас

Новости по теме