Медицина - пурин валли те

26 Юпа, 2018

Федерацин Атӑлҫи округĕнче ҫынсем вилесси Раҫҫейри вӑтам кӑтартуран чылай  пысӑкрах. Халӑх йышĕ те чакса пырать: 2015-2017 ҫулсенче округра пурӑнакансен шучĕ 130 пин ҫын чухлĕ пĕчĕкленнĕ. Ҫак тата ытти цифрӑна паян Шупашкарта РФ Президенчĕн федерацин Атӑлҫи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров пĕлтерчĕ.

Шупашкарта Правительство ҫуртĕнче федерацин Атӑлҫи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ ҫумĕнчи канашӑн черетлĕ ларӑвĕ иртрĕ. Унта медицина пулӑшӑвĕпе пурте усӑ курма пултарассине тивĕҫтермелли мерӑсене пӑхса тухрĕҫ. Сӑмах май, Игорь Комаров полпред должноçне тивĕçне йышӑннӑ хыҫҫӑн канашӑн пирвайхи ларӑвне шӑпах Чӑваш Ен тĕп хулинче йĕркелени пĕлтерĕшлĕ - ҫакна республика ку енĕпе тӑвакан ĕҫе пысӑка хуни тесе хакламалла-тӑр.

Ларура сӑмах илнĕ май сывлӑх сыхлавне аталантарас тĕлĕшпе нумай ĕҫленине ЧР Пуҫлӑхĕ Михаил Игнатьев та ҫирĕплетрĕ. Ҫакӑн кӑтартӑвĕ - Чӑваш Енре ҫынсен пурнӑҫĕн вӑтам тӑршшĕ историре пуҫласа 72,7 ҫула ҫитни.

Ларӑва РФ сывлӑх сыхлавĕн министрĕн пĕрремĕш заместителĕ Татьяна Яковлева, округри субъектсен ертӳҫисем хутшӑннӑ май чылай регионти лару-тӑру пирки тĕплĕ калаҫу пулчĕ. Ĕҫ-пуҫа лайӑхлатмалли чылай сĕнӳ янӑрарĕ. Вĕсене ĕҫре шута илĕҫ, ларура палӑртнӑ мерӑсем округри регионсенчи медицина пулӑшӑвне лайӑхлатмашкӑн пулӑшма тивĕҫ.

Тĕплĕнрех - "Хыпар" хаҫатӑн ытларикунхи номерĕнче.

www.hypar.ru

 

Комментари хушас