Мĕнле тупмалла?

22 Кăрлач, 2019

Урамри пĕр йĕкĕт кинемее чарсах тăратрĕ те:
— Санран ыйтса пĕлме юрать-ши? — терĕ.
— Тархасшăн.
— Кала-ха, сĕтел-пукан магазинне мĕнле тупмалла?
— Малтан Гоголь урамĕпе кайăр... Чим, Гоголь камне пĕлетĕн-и эс, çамрăк çыннăм? Вăл — вырăссен аслă çыравçи.
— Гоголь камне эп лайăх пĕлетĕп.
— Унăн «Ревизор» ятлă вилĕмсĕр камитне те манман пулĕ-ха?
— Çук, манман. Та-ак, эппин,малтан Гоголь урамĕпе каймалла... Унтан ăçталла?
— Унтан — сулахаялла, Свердлов урамнелле. Пĕлетĕн-и, Свердлов кам пулнă?
— ВЦИКăн пĕрремĕш пуçлăхĕ.
— Тĕрĕс. Вăл 1906 çулхине Ĕпхĕве килсе кайнине пĕлместĕн ĕнтĕ?
— Пĕлместĕп. Тавтапуç тĕплĕн ăнлантарнăшăн. Та-ак, Свердлов урамнелле пăрăнмалла апла?..
— Эс мана шухăшласа калаçма ан чăрмантар, çамрăк çыннăм, ан пÿл. Свердлов урамĕн малтанхи ячĕ Хусанлăхăн кĕçĕн урамĕ ятлă пулнă. Ĕпхĕве килсен жандармсем ан пĕлччĕр тесе Свердлова пурте Андрей тесе чĕннĕ.
— Куна эпĕ пĕлместĕп. Свердлов урамнелле пăрăнса унпа пыратпăр- пыратпăр та — вара ăçталла?
— Ытлашши ан васка. Мехелĕ çитсен эп, çамрăк çыннăм, хамах лайăх ăнлантаратăп. Свердлов урамĕпе пĕр квартал пек каймалла малтан, унтан Аксаков урамне пырса тухатпăр. Аксаков кам пулнине пĕлетĕн пулĕ- ха?
— Вырăссен паллă çыравçи. Вăл иртнĕ ĕмĕрте те мар, тата тепринчех пурăннă.
— Тĕрĕс, анчах та вăл тĕлĕнмелле сунарçă пулнине, ахăртнех, пĕлместĕн. Çапла-и?
— Пĕлместĕп. Питĕ шел, пĕрремĕш хут илтетĕп. Аксаков урамĕпе кайрăмăр... Унтан — ăçталла?
— Пурне те пĕлме тăрăш, çамрăк çыннăм. Аксакова çырма Гоголь хăй хавхалантарса тăнă. Пĕлетĕн-и, Гоголь кам вăл?
— Каçар та, кинемей, эпир Гоголь урамĕнчен иртрĕмĕр, Аксаков урамне çитрĕмĕр ĕнтĕ.
— Э-э, чăнах та-çке. Аксаков урамĕпе тÿрех каймалла. Ун вĕçĕнче асăрхан, унта — трамвай линийĕ. Такăнса ÿкме, сăмсана катма та пулать.
— Тавтапуç. Аксаков хыççăн кам патнелле утмалла?
— Гафури патнелле. Пĕлетĕн-и, çамрăк çыннăм, Пушкăрт халăх поэчĕн, Мажит Гафурин, çурт-музейĕ ăçтарах? Гоголь урамĕнче. Пĕлетĕн-и кам вăл Гоголь?
— Гоголе иртсе кайрăмăр-иç!.. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.