Мĕншĕн пиччĕшĕ чĕтренсе йĕрет-ши шăллĕн çурчĕ хăтлăрах пулсан?

6 Ака, 2018

«Йĕкелпеле мăйăр пĕр тĕслĕ — тĕсĕ пĕр те, тути пĕр мар, тăванпала тăван пĕр тĕслĕ — тĕсĕ пĕр те, ăсĕ пĕр мар». Е тата: «Ылтăнпала ылтăн ылмашаççĕ, шырамаççĕ ырăран ырра. Кашкăртан та кашкăр хăрамасть-çке, мĕншĕн-мĕншĕн çын хăрать çынран? Мĕншĕн пиччĕш чĕтренсе йĕрет-ши шăллĕн çурчĕ хăтлăрах пулсан?» Мĕн тери тарăн шухăшлă вĕсем, чăваш юррисем… Вĕсенче пурнăç философийĕ, хутшăнусен кăткăслăхĕ пытарăннă. «Тепĕр чухне кÿршĕ тăванран та пахарах, тăван аякра, пускил çывăхра», — тет Трак тăрăхĕнчи Шупуç ялĕн старости Геннадий Иванов. Çапла, паян калас сăмахăм тăванлăх туйăмĕ, хурăнташсен хутшăнăвĕ пирки.

Пĕр каçра 3-4 ĕçке çитнĕ

«Чăваш сÿрĕкрех кăмăллă çын: вăл туйăмлă, тăван килне юратать тата ют çĕрте уншăн питĕ тунсăхлать. Чăваш ăслă, анлă тавра курăмлă, апла пулин те тата ытларах пĕлме тăрăшать, йăлтах шухăшласа тăвать. Ырă тата çемçе кăмăллă, уçă вăл, анчах пурнăç опычĕ ăна ыттисене шанмалла маррине вĕрентнĕ. Унăн тата тепĕр лайăх ен — хăнасене шутсăр тарават пулни — пур», — çырнă хăй вăхăтĕнче Гурий Комиссаров. «Эпĕ унăн шухăшĕпе килĕшетĕп. Чăваш тăвансен хушшинче хăйне лайăх туять, унта вăл — герой пекех. Анчах, калăпăр, хулана килсен çухалса кайма пултарать. Чăвашшăн ютлăх укăлчаранах пуçланать», — палăртнă хăйĕн шухăшне Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ĕçченĕ Виталий Иванов «Хыпар» хаçата панă «Чăваш тăванĕсен хушшинче хăйне лайăх туять» интервьюра. Анчах паян тăвансем пĕр-пĕринпе хутшăнаççĕ-и? Тăван тени ĕлĕкхиллех хаклă-ши? Чăваш пурнăçĕнче пускил мĕнле вырăн йышăнать? Çак ыйтусен хуравне, вулаканăм, пĕрле шырар.
Хăть ялта, хăть хулара хамăра герой пек тытмалăх тăвансене питĕ сайра пуçтаратпăр. Этем пурнăçĕнчи чи пĕлтерĕшлĕ пулăма та — туя — сахалрах йышпа ирттерме тăрăшатпăр мар-и? Çакă туй-çуя кафесенче тума пуçланипе те çыхăннă — çын нумай пухăнсан ытларах тÿлемелле. Туя туй арăмĕсене, пĕтĕм ял-йыша чĕнсе йĕркелес — самай тăкаклă. Чăваш туйне виçĕ кун тăвасси тахçанах манăçнă. Паян мĕн пур йăли-йĕркине пĕр кунрах вĕçлеме тăрăшаççĕ. Виçĕ теçетке çул каялла, сăмахран, Трак тăрăхĕнче туйра хăйматлăх ашшĕпе амăшне те палăртнă, хĕр хыççăн кайни, тавăрна йĕркисене тунă. Анатри чăвашсен вара çăнăхта /çĕнĕ хăта/ йĕрки пулнă. Туй халăхĕ ялта килĕрен çÿренĕ. Кун пек чухне ытларах тăван-пĕтен патне кĕме тăрăшнă. Çамрăксене саламласа телей суннă. Ваттисем пилленĕ. Çĕнĕ çын упăшкин тăванĕсемпе паллашнă. Халĕ хăйматлăх тăвасси пĕчĕккĕн манăçса пырать. Красноармейски районĕнчи Мăн Шетмĕ тăрăхĕнче пурăнакан Мария Ильина каласа кăтартнă тăрăх, ĕлĕкрех йĕкĕте салтака ăсатма та мĕн пур тăвана пуçтарнă. Çамрăксем пĕрле пуçтарăнса ял тăрăх купăс каласа, юрласа çÿренĕ. Хĕсмете кайма ят тухнă йĕкĕте ал шăллисем çыха- çыха янă. Вĕсем ялта тăванĕсем, Мăнкун ретне пĕрле паллă тăвакансем патне кĕнĕ. Салтак ачисене вара сĕтел хушшине лартса сăйланă, парне панă, телейлĕ çул суннă. Çапла майпа тăвансем куллен çыхăну тытнă, çемьешĕн пĕлтерĕшлĕ вăхăтра пĕр-пĕрне хавхалантарса, пулăшса пынă.
Тăвансене, тус-юлташа, ял çыннисене пуçтарса ĕçкĕ-çикĕ те сайра йĕркелеççĕ халĕ. Юбилейсене, çуралнă кунсене ытларах харпăр çемйипе, чи çывăх çыннисемпе палăртма тăрăшаççĕ. «Ас тăватăп-ха: иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче ялта ĕçкĕ тăтăш тăватчĕç. Ун чухне эпир упăшкапа иксĕмĕр те çамрăкчĕ, ачасем пĕчĕкчĕ. Вĕсене хунямапа хăварса ĕçке каяттăмăр. Хăш-пĕр чухне пĕр каçра 3-4 çĕре те çитмеллеччĕ. Хăнара ташланă, юрланă, шÿтленĕ. Никам та ÿсĕр пулман, эрех ĕçме те вĕренмен. Хĕрарăмсем пылак сăрана пĕчĕккĕн сыпса ларатчĕç, арçынсем чĕкĕнтĕртен, çĕр улмирен тунă хăватлах мар ханшана тутаннă. Тепĕр кунне пурте ĕçе кайнă. Никам та мухмăрпа аптăраман. Пĕрле ĕçнĕ, пĕрлех ĕçленĕ. Манăн хуняма, ăна ялта пурте Сунькка аппа тенĕ, хисеплĕ, ăслă çынччĕ. Ратнери çынсене пĕрлештерсе, вĕсемпе çыхăнăва йĕркелесе тăма кăмăллатчĕ. «Ачасен тăван-хурăнташа пĕлсе тăмалла. Эпир вилсен çыхăнăва çухатмалла мар», — тетчĕ ялан. Вырсарникунсенче Улатăр тăрăхĕнчи Паснапуçĕнчен, Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи Ишлĕрен Аслă Арапуç пасарне лашапа килекен хурăнташĕсемпе пĕлĕшĕсем яланах хăнана кĕретчĕç. Çав кун вăл ирех тăрса кăмака хутатчĕ, кукăль пĕçеретчĕ. Шăкăл-шăкăл пуплесе ларатчĕç. Хуняма та пурнăçран тахçанах уйрăлнă, хамăр та ватăлтăмăр. Ĕçке те çÿрес килмест, хамăн та хăна пуçтарма кăмăл çук», — пытармарĕ Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуç ялĕнче пурăнакан Нина Власова.

«Пурте — ĕне ырри çиме»

Тĕрĕссипе, тăвансемпе хутшăнма пысăк сăлтав шырамалла та пулман. Ĕне пăруланă — пĕтĕм хурăнташа ĕне ырри çиме чĕннĕ. Юрласах, ташласах палăртнă ял çыннишĕн пĕлтерĕшлĕ çак пулăма. Çамрăк çемьене «çĕнĕ кайăк» килсен ача пăтти астивме е «ача ури çума» васканă. Тăватă теçетке çул каялла Трак тăрăхĕнче выльăх пуссан какай шÿрпи пĕçернĕ. Ăна çиме пур тăвана, кÿршĕ-арша чĕннĕ. Унта «выльăх-чĕрлĕх малашне те хунатăр, ăнтăр» тесе кил хуçине ырлăх-сывлăх суннă, ташласа, юрласа савăннă. Ачапчана та шÿрпе çиме илсе кайнă. Халĕ çамрăксем чăваш наци апатне — какай шÿрпине, кукар яшкине — питех кăмăлламаççĕ. Ун вырăнне шашлăк тăваççĕ, хашлама янтăлаççĕ. Ăна пĕчĕк ушкăнпа, юлташсемпе кăна çиме тăрăшаççĕ.
Çĕнĕ пÿрт ĕçки те чăвашсемшĕн пĕлтерĕшлĕ йăла шутланнă. Халĕ ăна та шавлăн уявламаççĕ. Ас тăватăп-ха: 1979 çулта аттепе анне çĕнĕ çурт лартрĕç. Çул-талăкран çĕнĕ пÿрт ĕçки кĕрлеттерчĕç. Вунă куна тăсăлчĕ вăл. Пĕр кунхине аякри тăвансемпе ĕçкĕ ĕçрĕç, тепĕр кунхине çывăхрисене хăналарĕç, виççĕмĕш кунне Шупашкарсене йышăнчĕç, тăваттăмĕш кунне — аттен, пиллĕкмĕш кунне аннен ĕçтешĕсемпе савăнчĕç, унтан пускилсене, ял-йыша чĕнчĕç. Пысăк ĕçкĕсене аттепе анне енчи пур тăвана та чĕннĕ. Никама та уйăрман. Эпир мĕн пĕчĕкренех тăвансене пĕлнĕ. Ялта йăх ăçтан тухнине, ратнесене чухланă. Иккĕмĕш, виççĕмĕш сыпăкри аппа-пичче, шăллăм- йăмăк патне кайса-килсе çÿренĕ. Халĕ аслисем кăна мар, ачасем те пĕр-пĕринпе сахал хутшăнаççĕ. Компьютер умĕнче ларса, пĕччен юлса хăйсен тĕнчинче пурăнаççĕ. Хамăр та, аслисем, ачасене тăван-хурăнташпа хутшăнма çителĕклĕ вĕрентместпĕр ахăртнех. «Çĕнĕ пÿрт ĕçкине пирĕн тăрăхра тукалаççĕ. Анчах, ĕлĕкхипе танлаштарсан, сайрарах. Ара, халь ялта çĕнĕ çурт лартакан та йышлах мар та. Хамăр ратнери Венерăпа Виталий Шагаровсем патĕнче çĕнĕ пÿрт ĕçкинче савăннăччĕ. Икĕ хутлă кирпĕч çурт çĕклерĕç вĕсем. Хăна-вĕрле йышлă пухăннăччĕ. Венерăн /вăл Шупашкар районĕнчен качча килнĕ/ тăванĕсем те килнĕччĕ. Пысăк ĕçке купăс каласа ташласах, юрласах 2-3 кун тунăччĕ. Тăванăн тăванпа хутшăнмаллах. Ĕлĕкрен çапла пулнă, малашне те çапла пултăрччĕ», — шухăшне палăртрĕ Комсомольски районĕнчи Йÿç Шăхаль ялĕн старости Анатолий Дюкин.

Ратне ачисене хÿтĕленĕ

«Ачапча пирĕн вăхăтра тăванлăх туйăмне лайăх курса, туйса ÿснĕ. Ĕçкĕсенче пире ваттисене кăпăклă сăра ĕçтерсе çÿреме шанатчĕç. Шурсухалсемпе шураппасем сăрине ĕçсе ярсан курка тĕпне вак укçа ярса паратчĕç. Эпир пĕчĕкренех тăвансене, ратнесене, вĕсем ăçта пурăннине, мĕн ĕçленине пĕлнĕ. Вĕсен ачисене палланă. Çавăнпа хамăр ратне ачисене хÿтĕленĕ, вĕсемпе çывăх пулма тăрăшнă. Камăн ачи авланнă — çавăнта рет пухатчĕç. Тăвансем çĕнĕ çынна, унăн сĕтелне, алли-урине, юрри-ташшине хаклама пухăнатчĕç. Çĕнĕ çын унта сăра ĕçтеретчĕ», — аса илчĕ Шăмăршă тăрăхĕнче пурăнакан Иван Михайлов. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.