М.Игнатьевăн рейтингĕ татах лайăхланнă

14 Раштав, 2015

Граждансен обществин аталанăвĕн фончĕ Раççей регионĕсен пуçлăхĕсен эффективлă ĕçĕсен рейтингĕн вунпĕрмĕш кăларăмне хатĕрленĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев "çÿллĕ рейтинг" ушкăна кĕнĕ, 3 картлашка çÿлерех çĕкленнĕ. Вăл Саха /Якути/ Пуçлăхĕпе Егор Борисовпа 34-35-мĕш вырăнсене пайлать. Федерацин Атăлçи округĕнчи 14 регион хушшинче Чăваш Ен Пуçлăхĕ 6-мĕш вырăнта /1-мĕшĕнче - Тутартсан Президенчĕ Рустам Минниханов/.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх - регион пуçлăхĕсен ĕçне темиçе критерипе хакланă. Пĕрремĕшĕ, никĕсри - "Общество шухăшĕ" фонд ирттернĕ социологи тĕпчевĕсемпе экспертсен хаклавĕ. Иккĕмĕшĕнче - федерацин патшалăх службин специалисчĕсем хатĕрленĕ регионти Халăхăн укçа тупăшĕпе тăкакĕсен шайлашăвĕн кăтартăвĕ. Ытти критерисем - Раççей регионĕнчи халăхсен социаллă кăмăл-туйăмĕ, "Халăх шухăшĕ" фонд тĕпчевĕ РФ субъекчĕсенчи экономика лару-тăрăвне халăх мĕнле хак панипе çыхăннă тата регион ертÿçин ĕç-хĕлне МИХсенче мĕнле çутатни.

Раççейри субъектсенчи экономикăри лару-тăрăва асăннă рейтинг кăларăмĕнче экспертсен пĕтĕмлетĕвĕпе çирĕплетнĕ. 11-мĕш рейтинг кăларăмĕнче пĕчĕклетекен хушма коэффициентпа та усă курнă. Вăл - аффилированность факторĕ. Çакă субъект ертÿçин экономика аталанăвĕн тĕрĕс конкуренци тапхăрĕнчи ĕçе хаклас пултарулăхне палăртасси тата бизнес-пĕрлĕхĕн ĕçне тишкерме пултарни.