Михаил Игнатьев республика ырлăхĕшĕн ĕçлеме хатĕррине çирĕплетрĕ

29 Ака, 2016

Правительство çуртĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пресс-конференци ирттерчĕ. Унта республикăри массăллă информаци хатĕрĕсенче вăй хуракан 60 ытла журналист хутшăнчĕ. Республика ертÿçи икĕ сехет те вунă минут хушшинче 25 ыйтăва хурав пачĕ.

«Ыйту-хурав» мелĕпе ĕçлеме пуçличчен Михаил Игнатьев республика Правительствин ĕçĕ-хĕлĕпе, экономикăри тата социаллă тытăмри çитĕнÿсемпе кĕскен паллаштарчĕ. Михаил Васильевич пĕлтернĕ тăрăх — кăçалхи виçĕ уйăхра промышленноç производствин индексĕ 106,8 процентпа танлашнă, çак тытăмри организацисем 38 млрд тенкĕне яхăн продукци туса кăларнă, апат-çимĕç производствин индексĕ 116,3 процента çитнĕ, ял хуçалăх продукцийĕн калăпăшĕ 112,3 процент таран хăпарнă. «Экономикăри йывăр лару-тăрăва пăхмасăр палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртме вăхăтра укçа-тенкĕ уйăрма вăй çитеретпĕр», — терĕ республика Пуçлăхĕ.

Журналистсене республика пурнăçĕпе, экономикипе, промышленноç аталанăвĕпе, ял хуçалăхĕпе, çамрăксемпе, вĕрентÿ тата сывлăх сыхлавĕн тытăмĕсемпе çыхăннă вун-вун ыйту кăсăклантарчĕ.

 ? Халăх фрончĕн Йошкар-Олара иртнĕ форумĕнче Çĕнĕ Шупашкарти хытă каяшсен полигонĕ пирки те сăмах хускатнă. Оъект хута кайнăранпа регионта çÿп-çап илсе кайнăшăн тÿлекен виçе 16 хут ÿсни çинчен пĕлтернĕ. Тĕ­рĕсех-и?

Çирĕплетсех калатăп: тарифсем 16 хут ÿсмен, ÿсмеççĕ те. Нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансемшĕн ку тарифсем 1,5 процентран ытла хăпармĕç. Çÿп-çаппа çыхăннă такаксен виçи пĕтĕмĕшле ЖКХ тăкакĕсен шутĕнче 2-3 процентран ытла мар. Çĕнĕ Шупашкарти полигон паян вăхăтлăх схемăпа ĕçлет, вун-вун экологи проблемине татса парать. Çитес вăхăтра унта республикăри мĕнпур районтан каяшсене турттарма пуçлĕç.

  ? Капиталлă юсав валли пухакан укçапа туллин усă кураççĕ-и?

Хальхи вăхăтра хăшпĕр муниципалитетра укçа пухасси 80 процентпа танлашрĕ. Нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансем çурта тĕпрен юсасси вĕсен тивĕçĕ пулнине ăнланма пуçлани аван сисĕнет. Пĕтĕмпе паян 600 млн тенкĕ ытла пухăннă. Çак укçа ахаль выртмасть, ăна ĕçе кĕртнĕ. Капиталлă юсавăн кĕске вăхăтлă тата вăрăма тăсăлакан программăсем пур. Кĕске вăхăтра пурнăçлама палăртнине взноссем ăçта тата мĕнле пухăннине кура улшăнусем кĕртсех тăраççĕ. Укçа хысна счечĕ çине пухăнать, унпа урăх тĕллевпе усă курма çук.

 ? Трактор завочĕ панкрута тухас хăрушлăх мĕн таран пысăк? Мĕнле шухăшлатăр: предприяти малашне ĕçлесе кайма пултарĕ-и?

Хальхи вăхăтра завод ĕçлемест. Генеральнăй директор йышăнăвĕпе 9,5 пин çын ирĕксĕр ĕçсĕр ларать. Çитес 2-3 уйăхра предприяти çаврăнăша кĕртме укçа илет. 5,5 млрд тенкĕ кредит пама йышăну пур. Завод малашлăхсăр мар. Паян тракторсем, ял хуçалăх машинисем, уйрăмах хамăр çĕршывра туса кăларнисем, кирлĕ, вĕсене ыйтаççĕ.

Ирĕксĕр ĕçсĕр тăрса юлнисене пăрахмастпăр, пулăшатпăр. Вĕсене пурне те Ĕçлев служби йышăннă, пособи тÿлеççĕ. Завода каялла таврăнас текенсем предприяти ĕçлесе кайсан таврăнма пултараççĕ. Урăх професси алла илес текенсен вĕренме ирĕк пур. Кайран вĕсем урăх ĕç вырăнĕ тупма пултарĕç.

 ? Агропромышленноç комплексĕнчи çивĕч ыйту — кадрсем çитменни. Мĕнле майпа Правительство яла çамрăк специалистсене илсе пыма шухăшлать?

Яллă территорисене аталантармалли программăпа килĕшÿллĕн çамрăк специалистсене çурт-йĕр лартса пулнă тăкаксене саплаштарма 70 процент субсиди параççĕ. Нумаях пулмасть улшăну кĕртрĕç: çак çăмăллăхпа малашне çамрăксем кăна мар, 50 çула çитичченхи ÿсĕмрисем те усă курма пултараççĕ. Çамрăксемпе калаçмалла, вĕсене ял хуçалăхĕ те бизнес пулнине, тăрăшсан унта та тупăш илме май пуррине ĕнентермелле. Тахçан «ял хуçалăхĕ — тĕпсĕр шăтăк» тетчĕç. Халĕ çав вăхăтсем иртрĕç. Паян ял чĕрĕлет. Çамрăксем ял енне туртăнма пуçлаççех.

 ? Юлашки вăхăтра коллекторсен киревсĕр ĕçĕсем çинчен нумай калаçаççĕ. Республикăра çынсене вĕсенчен хÿтĕлес тĕлĕшпе мĕнле мерăсем йышăнаççĕ?

РФ Президенчĕ Владимир Путин коллекторсен институтне пĕтересси çинчен сăмах пуçарнăччĕ. Чăнах та, вĕсем питĕ нумай çивĕчлĕх кăларса тăратрĕç. Апла пулин те парăмсем чакмаççĕ. Паян республикăра пурăнакансем илнĕ кредит виçи 76 млрд тенкĕне яхăн, çак шутран çурри — ипотека кредичĕ. Банксен умĕнчи парăм — 4,5 млрд тенкĕ. Паян çирĕм ытла çын хăйсем панкрута тухнине çирĕплетрĕç. Тÿлеймеççĕ, анчах вĕсен хăйсене, çемйине хÿтĕлемелле-çке — урăхла меслет çук. Парăма кĕмелле мар, тупăш шайне шута илсе пурăнмалла, вара нимĕнле инкек те пулмасть.

 ? Канашри тата Шупашкарти индустри паркĕсем хăçан ĕçлеме пуçлаççĕ? Резидентсем тарса пĕт­­­мен-и?

Шупашкарта çитес вăхăтра икĕ парк хута каймалла, Канашри федераци укçине илсен ĕçлеме пуçлĕ. Тĕп хулара кăçал 2-3 резидент хăйсен производствине ĕçлеттерсе яма палăртать, 2017, 2018 çулсенче — ыттисем. Пурĕ — 16-ăн. Вĕсем пин те икçĕре яхăн ĕç вырăнĕ туса пама шантараççĕ. Эпир хамăрăн тĕллеве — инфратытăма аталантарасси, газ, çутă, шыв илсе пырасси, территорие хăтлăлатасси — туллин пурнăçларăмăр.

Канашра резидентсем 1,5 пин ĕç вырăнĕ шантараççĕ. Ку хальлĕхе çирĕплетнĕ хисеп мар, мĕншĕн тесен предпринимательсем урăх производство уçма та, хăйсен ĕç-хĕлне улшăнусем кĕртме те пултараççĕ.

 ? Хăмла производствине чĕртсе тăратма май çук-ши?

Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче Раççейри 20 регионта хăмла ÿстернĕ. Анчах хăмла производстви пысăк тăкаклă пулнипе, ку бизнес хăйне тÿрре кăларманнипе пурте ăна пăрахăçланă. Хальхи Раççейре пĕр республика кăна — Чăваш Ен — хăмлана юратать, ÿстерет. Шел, хăмла плантацийĕсем юхăннă. Вĕсене йĕркене кĕртме, тĕпрен юсаса çĕнетме, çĕнĕ сортсем лартса ÿстерме пысăк укçа кирлĕ. Анчах малашлăхсăр мар вăл. Хăмла плантацийĕсене лайăх алла парсан вĕсенчен тупăш илесси паллă. Хальхи вăхăтра Раççее ют çĕршывсенчен 9,5 тонна хăмла тата хăмла продукцийĕ илсе килеççĕ. Çавăнпа унăн хакĕ те ÿсет.

 ? Ялсенче çĕнĕ шкулсем хута кайни савăнтарать. Çав вăхăтрах сахал ача вĕренекен пĕлÿ çурчĕсем хупăнаççĕ. Мĕншĕн?

Вунă çул хушшинче 32 çĕнĕ шкул хута яма палăртнă. Вĕсем хальхи йышши çĕнĕ вĕрентÿ стандарчĕсене туллин тивĕçтерĕç. Тĕллеве пурнăçа кĕртме 12 млрд тенкĕ уйăрма палăртнă. Федераци бюджетĕнчен пысăк укçа килмелле. Хальхи вăхăтра ачасен 7 проценчĕ иккĕмĕш сменăра вĕренет. 2-3 çул хушшинче пирĕн çак ыйтăва та татса памалла. Кăçал Комсомольски районĕнче, Шупашкарта çĕнĕ шкулсем хута кайĕç. Çулсерен икĕ-виçĕ е ытларах та пĕлÿ çурчĕ çĕнĕрен тума тĕллев лартнă.

Сахал ача вĕренекен шкулсене хупнă тенĕрен — ачасене тивĕçлĕ пĕлÿ илме майсем туса парас тĕллевпе çыхăннă çакă. Хăшпĕр ялта демографи лару-тăрăвĕ питĕ япăх, классенче икĕ-виçĕ ача ларать. Кунта пĕр-пĕринпе ăмăртса вĕренесси çук паллах. Ачасене база шкулĕсене автобуспа илсе çÿреççĕ. Пысăк йышра тĕслĕх илмелли вĕренекенсем те нумайрах. Вĕрентекенсен професси шайĕ те пысăкрах. Никĕс шкулсенче пĕлÿ илме условисем те ытларах. Икĕ-виçĕ уйăх вĕреннĕ хыççăн ача лайăх енне улшăннине, пĕлÿ шайĕ тарăнланнине кура ашшĕ-амăшĕ те урăхларах калаçма пуçлать акă.

 ? Районсенчи кашни шкула футбол лапамĕ туса пама май килмест-и?

Районсенчи 23 спортзала юсаса йĕркене кĕртрĕмĕр. Кунта çăвăнмалли пÿлĕмсем, ытти хăтлăх пур. Уроксенчен ирĕклĕ вăхăтра çав залсемпе ял çыннисем те усă кураççĕ. Ку питĕ лайăх паллах. Шел те, кашни шкулта футбол уйĕ тăваймастпăр. Район центрĕсенче, тен, май килет. Сăмахран, Çĕрпÿре, Канашра хута ятăмăр.

Журналистсем çавăн пекех республика Пуçлăхĕн пурнăçĕпе те, ĕмĕт-шухăшĕпе те, малашнехи тĕллевĕсемпе те кăсăкланчĕç. Çĕнтерÿ кунĕ çывхарать. Çак уяв кашни çыншăн пĕлтерĕшлĕ тата сумлă. Михаил Васильевичăн ашшĕ, унăн пиччĕшĕ, амăшĕ енчи тăванĕсем те Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пулнă. «Кăçал манăн ывăл «Вилĕмсĕр полк» акцие хутшăнма кăмăл турĕ. Вăхăт пулсан хам та унран юласшăн мар-ха, — пĕлтерчĕ Пуçлăх. — Эпĕ — Раççей тата Чăваш Ен патриочĕ. Хамăн ачасенче те патриотизм туйăмне вăратма тăрăшатăп».

Умра — яваплă тапхăр: суйлав. Парти списокне ертсе пыма кăмăл çук-и? «Эпĕ — «Единая Россия» парти членĕ. Парти сĕнсен мĕншĕн килĕшес мар?» — терĕ Михаил Васильевич ыйтăва хуравланă май. Çулла отпусксен вăхăчĕ пулнине шута илсе панă ыйтăва та республика Пуçлăхĕ тулли хурав пачĕ. «Нихçан та çулла отпуск илмен эпĕ. Е хĕлле, е кĕркунне, е çуркунне канатăп, сывлăха сиплетĕп. Ялта çурт пур манăн, ачасем те унтах çитĕннĕ. Мĕн вăл отпуск? Пĕлместĕп», — терĕ Михаил Васильевич.

Калаçу вĕçĕнче республика Пуçлăхĕ журналистсене тăван тăрăх ырлăхĕшĕн пĕрле, пĕр йышра вăй хунăшăн тав турĕ. «Малашне те эсир информаци хатĕрĕсенче Чăваш Енре пурăнакансен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен пур енлĕн тата тĕрĕс пĕлтерессе шанатăп!» — терĕ.

В.БАГАДЕРОВА

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.