Михаил Игнатьев йĕркелÿ комитечĕн ларăвне хутшăннă

20 Çурла, 2014

Çурла уйăхĕн 19-мĕшĕнче Мускавра Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикинче 2014 çулхи юпа уйăхĕн 9-11-мĕшĕсенче Пĕтĕм тĕнчери «Раççей - спорт çĕр-шывĕ» спорт форумне хатĕрлесе ирттерес тĕлĕшпе ĕçлекен йĕркелÿ комитечĕн пĕрремĕш ларăвне тата Раççей Президенчĕ çумĕнчи физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе ĕçлекен Канаш ларăвне хутшăннă.

Ларăва Раççей спорт министрĕ Виталий Мутко ертсе пынă. Йĕркелÿ комитечĕн членĕсене вăл форума ирттермелли вырăна Раççей Президенчĕ Владимир Путин суйласа илнине пĕлтернĕ.

«Тÿрех калас тетĕп - Президент ăнсăртран суйламан. Вăл çакна шута илнĕ - Чăваш Республикинче юлашки çулсенче физкультурăпа спорт лайăх аталанса пыраççĕ. Кунта пурлăхпа техника никĕсĕ çирĕпленет, физкультурăпа спорт занятийĕсем ирттерме условисем туса параççĕ, спортпа туслисен йышĕ ÿсет. Спорт резервне хатĕрлемелли тытăма çĕнетсе улăштарнă, ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕсен пурлăх бази çирĕпленет, çĕр-шывăн наци пĕрлехи командисенче республика çыннисем йышлă. Чи кирли тата - республика юлашки çулсенче пысăк спорт форумĕсемпе турнирсем ирттерекен центр пулса тăчĕ. Çавăнпах Владимир Владимирович Путин «Раççей - спорт çĕр-шывĕ» форума Шупашкарта ирттерме йышăнчĕ», - палăртнă Виталий Мутко.

Вăл пĕлтернĕ тăрăх - форум лапамĕсенчи дискуссисен тĕп темисенчен пĕри спорт резервĕ хатĕрлесси пулĕ. «Чи аслă çитĕнÿсен спортĕнче эпир начар мар кăтартусемпе палăртăмăр. Çапах та вĕсене çирĕплетме спорт хатĕрленĕвĕн учрежденийĕсен тытăмне çĕнетсе улăштармалла», - тенĕ РФ спорт министрĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче палăртнă тăрăх - Пĕтĕм тĕнчери спорт форумне Шупашкарта йышăнасси республикăшăн пысăк чыс тата яваплăх. Çавăнпа ЧР Министрсен Кабинечĕ, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем, общество организацийĕсем, Шупашкарта пурăнакансем ĕçе хастар пуçăннă.

Спорт форумне тата Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çумĕнчи физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе ĕçлекен Канашĕн ларăвне хатĕрлесе ирттерес енĕпе ĕçлекен республикăри йĕркелÿ комитечĕн пĕрремĕш ларăвне ирттернĕ. Форума хутшăнакансене транспортпа тивĕçтермелли схема туса хатĕрленĕ. Вĕсене сывлăш тата чукун çул транспорчĕпе илсе килĕç. Аккредитациленĕ хăна çурчĕсен списокне палăртнă. Унта 43 хăна çурчĕ - 28 тĕп /2932 вырăн хатĕрленĕ/ тата саппас 15 çурт /хушма 500 вырăн/.

Форума хатĕрленсе культура программин концепцине йĕркеленĕ. Вăл форумăн тĕп лапамĕсенче мероприятисен сценарийĕсен никĕсĕ пулĕ. Ĕçлекен тата халĕ тăвакан спорт объекчĕсене, çав шутра Шупашкарти нумай функциллĕ, 7 пин вырăнлă универсал центрне /пăр аренăна/ кайса курассине йĕркелĕç. Форум мероприятийĕсенче 23 спорт объекчĕпе усă курасшăн.

«Шансах тăратăп: пĕтĕм тĕнчери ăмăртусем, тĕрлĕ йышши ĕçлĕ, культура форумĕсем ирттерсе пухнă опыт пире çĕр-шыв общественноçĕшĕн çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятие чи çÿллĕ шайра ирттерме пулăшĕ», - тенĕ Михаил Игнатьев.

Ларура форум концепцийĕпе программине çирĕплетнĕ.

Форум вăхăтĕнче спортпа педагогика общественноçĕ валли пленарлă ларусем, ăслăлăх практика конференцийĕсем, фестивальсем, Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен спортри çитĕнĕвĕсен куравĕсене ирттерме, спорт объекчĕсене çитсе курма тата ытти мероприяти йĕркелеме палăртнă.

А.ЛЬВОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.