«Микрофонпа торт ман валли-и?»

24 Кăрлач, 2019

«Ĕмĕте пурнăçлас тесен нихăçан та алă усмалла мар», — тет 11 çулти Арина Селенина. Чиперкке Патăрьел районĕнчи Патăрьелти 2-мĕш шкулта 5-мĕш класра ăс пухать. Пысăк ĕмĕтлĕ хĕрача вăл. Кĕнеке тата юрă çырма шут тытнă Арина пуласлăхра. Пултаруллăскер ĕмĕчĕ патне çирĕппĕн утасса шанатăп. Унăн акăлчанла, вырăсла, чăвашла çырнă кĕнекисене тата хăйĕн юррисене пысăк сцена çинче шăрантарнине курăпăр-илтĕпĕр-ха.
Хаваслăх çăл куçĕ
Вĕренÿре аван ĕлкĕрсе пырать маттур хĕрача. Калаçнă май унра вăй, хаваслăх, ăс çăл куç пек тапса тăни тĕлĕнтерчĕ. Кашнинпе пĕр чĕлхе тупма пултараканскер куляну туйăмĕ пусса илнĕ çыннăн кăмăлне туххăмрах çĕклет. Илемлĕ йăл кулăпа таврана ăшăтать.
Сасси тата! Тен, сиртен хăшĕ те пулин ăна вокал конкурсĕсенче курнă та пулĕ? Арина юрлама 6 çултах пуçланă.
«Ача садĕнче пире Татьяна Базунова ăс панă. Вырăсла пĕр юрра шăрантарма солист кирлĕччĕ. Мана суйларĕç. Татьяна Михайловна сассăма асăрхарĕ. Вара тĕрлĕ спектакле, концерта хутшăнтарма пуçларĕ. Ача садне музыка шкулĕнче вăй хуракан Галина Рубцова вĕрентме çÿретчĕ. Вăл мана музыка шкулне пыма сĕнчĕ.
Чăвашла юрлакансен «Мехел» телекурав конкурсне хутшăнма Галина Игоревна 4 хĕрачана суйларĕ. Акă кайрăмăр «Мехеле». Галина Игоревна: «Ур-ра! Эпир тепĕр тапхăра куçрăмăр!» — ача евĕрех савăнса пĕлтерчĕ пире. 3-мĕшне те парăнтартăмăр. Çĕнтерÿçĕсене парнесем пачĕç. Эпĕ вĕсене йăтса пыраканниччĕ. «Микрофонпа торт ман валли-и?» — тесе ыйтнине ас тăватăп. Паллах, парнесене музыка шкулне илсе килнĕ. Тортпа пĕрле ларса хăналаннă. Микрофонпа халь музыка шкулĕнче усă куратпăр», — пĕлтерчĕ сарă вăрăм çÿçлĕ чиперук.
Пĕр килограмм таякан кучченеç
Музыка шкулне тунтикунсерен çÿрет Арина. Унта вĕсем кăçал «Сольфеджио», «Фортепиано», «Ансамбль», «Вокал» предметсем вĕренеççĕ. Аринăна вокал килĕшет.
«Эпĕ интернетра акăлчанла хайлав шыратăп. Куçарăвне тупатăп. Савăнăçлă пулсан вĕренме пуçлатăп. Мана тунсăхлă юрăсем килĕшмеççĕ. Ытларах джаз кăмăла каять. Ансамбльте вара килĕшмен юрă лексен сасă та пĕтме пултарать», — шухăшне пĕлтерчĕ юрă тĕнчине чунтан юратаканскер. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Валентина ФЕДОРОВА. Селенинсен çемье архивĕнчи сăн ÿкерчĕк.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.