Митингсенчен мĕн кĕтеççĕ?

31 Пуш, 2017

Протест акцийĕн йĕркелӳçисем çивĕч ыйтусене татса памашкăн пулăшма пултарасси пирки ыйтсан çынсем нимĕн те хуравлайман, çийĕнчен протестлеме агитацилекенсем хăш партирен пулнине те аса илеймен.

Унччен агитаторсем çак предприяти коллективĕпе паллашассишĕн çунман-тăр. Халь вара çивĕч ыйтупа усă курса пиар тумалли меллĕ самант пур — паллах, вĕсем ăна вĕçертмен. Манăн пĕлĕш митинга хутшăннин усси пирки хăй те иккĕленнĕ, анчах «шăв-шав çĕклес те — мĕн те пулин тума пуçлĕç» тесе шаннă.

Çав вăхăтрах ĕç укçисĕр юлнă транспортниксен çивĕч ыйтăвне республика Правительствинче пĕлнĕ ĕнтĕ, лару-тăрăва Чăваш Ен Пуçлăхĕ хăй тĕрĕслесе тăрать. Профиль министерствосенче парăмсене татмашкăн субсиди пама кирлĕ документсене васкавлăн хатĕрлес ĕçе пуçăннă. Çавăнпа влаçа нимĕн те туманшăн айăплама пăхни вырăнсăрри куçкĕрет.

Анчах оппозицири партисен парламентри лидерĕсем ун чухне çак мерăсене вĕсем ыйтнă хыççăн кăна йышăннă теме те вăтанман. Митингра парăмсене республика хыснинчен тӳлесе татма хистесе кăшкăрнă. Темшĕн-çке унитари предприятийĕн /«Чăвашавтотранс» çавнашкаллисен шутне кĕрет/ ĕç-хĕлĕн тĕллевĕ патшалăх тивĕçне налук тӳлекенсен шучĕпе мар, коммерци никĕсĕ çинче татса парасси пулнине шута илмен.

Пĕлĕшĕм ун чухне митинга пурпĕр кайнă: «Сых ятне — мĕн каланине итлеме». Каласса вара сасă хăпартсах каланă — влаçсене темшĕн те ӳпкеленĕ. Çапла вара экономикăпа сăлтавланнă протестсем çынсен шухăш-кăмăлĕпе манипуляци тунă май политика шайне çĕкленнĕ. Çавна май уйрăм çынсен ансат мар историйĕпе хăшĕсем хăйсен тĕллевĕпе усă курнипе çыхăннă туйăм çирĕпленет кăна...

Шăпах чăн кăтарту çуккипе, общество пурнăçне витĕм кӳменнипе çĕршыв гражданĕсен пысăк йышĕ паян протест акцийĕсене ырламасть. «Коммерсант» хаçат «Левада-центр» ирттернĕ ыйтăм кăтартăвĕсене илсе кăтартнă: респондентсен 38% общество шухăш-кăмăлне çакнашкал мелпе палăртни «ытларах чухне тухăçсăр» тет. 29% шухăшĕпе вара — «пачах та тухăçсăр». Ыйтăма явăçтарнă çынсен 16% çивĕч ыйтăва татса парассине судсене шанса пама хатĕр, 11% влаç органĕсем пулăшасса шанать. Массăллă информаци хатĕрĕсем е ĕç тăвакан влаç органĕсем пулăшма пултарасси пирки респондентсен 11% каланă. Хăйсем суйлавра ырланă политика вăйĕсем пулăшасса шаннине 9% кăна палăртнă. 7% — профсоюз йышши общество организацийĕсем хута кĕрессе ĕненекенсем. 4% çеç çивĕчлĕхе сирмелли меле митингсенче, забастовкăсенче тата демонстрацисенче курать.

Ирĕк илсе йĕркелекен митингсенче çынсем хăйсен шухăш-кăмăлне палăртни, влаç умне ыйтусем лартни саккунлă. Çав ыйтусене илтмĕш тумаççĕ. Анчах протестшăн кăна йĕркелекен протест çивĕч ыйтăва татса парас ĕçе çур утăм та пулин мала куçарĕ-и, вăл усă кӳрĕ-и, кунашкалли кирлĕ-и? Çийĕнчен — «Долой!», «Пурне те — отставкăна!» йышши лозунгсемпе!

Кунашкал вăйăсем черетлĕ суйлав умĕн хăйсен ят-сумне çĕклеме тăрăшакан хăшпĕр политика вăйĕшĕн çеç усăллă. Камсен шучĕпе партисем очко пухаççĕ — вĕсемшĕн вара кунашкал вăйă усăллă мар, вĕсем ĕç укçине хăçан тӳлессине пĕлесшĕн... Анчах кун пирки митингсенче нимĕн те шарламаççĕ.

Раççей гражданĕсем 1917 çулхи революци çĕрçуллăхне çĕнĕ кисренӳсемпе кĕтсе илесшĕн мар — çакна социологи тĕпчевĕсен кăтартăвĕсем çирĕплетеççĕ. «Улшăнусен саманин» майдан кӳнĕ çимĕçĕсене паян хамăр куçпа куратпăр та — пушшех...

Евгения ПИРОГОВА,

"Грани" хаçатран.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.