Мунча хыççăн канлĕн çывăракан лашасем

30 Раштав, 2014

Çулталăк вĕçленсе пырать пулин те Лаша çулĕ пирĕнпе сывпуллашма васкамасть-ха - тухăç календарĕпе Качака /Сурăх/ çулĕ нарăсăн 19-мĕшĕнче кăна пуçланать. Апла- тăк ут пирки /вăл пирĕнтен лайăх кăмăлпа уйрăлтăр тесен/ тепĕр хут та сăмах пуçарма юрать.

Çак кунсенче эпĕ Чăваш Енри чи чаплă лаша тытакансем - Патăрьел тăрăхĕнчи Шăнкăртамра пурăнакан Хамбиковсем - патĕнче пулса куртăм. Тарават кил хуçи учĕсемпе паллаштарать.

Темĕнли те пур! Чи чапли - 14 çулти Сахалин. Вăл - вырăс ăратĕнчен. Турă лаша. 6 çула хыçа хăварнă Фаянс - америка ăратлĕ хура урхамах. Янаварсене Злынскри /Орел облаçĕ/ тата Смоленскри ăратлă лаша завочĕсенчен илсе килнĕ.

- Ку çеç-и? Пирĕн тата шотланди ăратлĕ хĕрлĕрех ула пони те пур. Великан ятлăскер. Ăна урхамахсене шутсăр юратакан хĕрĕме Дильăна тăватă çул каялла парнеленĕччĕ. Унсăр пуçне тата... 16 пуç лаша. Вĕсем ĕнтĕ - ахальлисем. Пăхма мăшăрăмпа ывăлăм, Гульнарăпа Марат, пулăшаççĕ, - паллаштарать кил хуçи Альберт Минтагирович.

Вите алăкĕсем çине ăрат паллисене çырса хунă. Ятарлă пÿлĕмсенче - ут хатĕрĕсем. Лаша çынна ыталанине курнă-и эсир, хаклă вулакансем? Вăт эпĕ чăннипех куртăм! Алăка уçса ярсанах пире Сахалин тăпăртатса, малти урине çĕкленçи туса кĕтсе илчĕ. Унтан пуçне ухса силлерĕ. Хуçи умнерех пырса унăн урине хăйĕн хулпуççийĕ урлă ячĕ те - вĕсем ыталанчĕç. «Эх шеремет, хăй юратнине каласшăн ĕнтĕ, чĕлхи кăна çук»,- тĕлĕннине пытармарăм эпĕ.

Хамбиковсен çуртĕнче чечексемпе аквариумри пулăсемсĕр пуçне йăлтах лашапа çыхăннă япаласем: сувенирсем, картинăсем, скульптурăсем. Альберт Минтагировичпа Гульнара Ахатовна мана Хусан, Чĕмпĕр ипподромĕсенче ирттернĕ урхамахсен ăмăртăвĕсене ÿкернĕ видеофильмсене кăтартрĕç. Вĕсем хăйсем те çав ăмăртусене хутшăнаççĕ, республикăн Акатуй-Сабантуйĕсенче «вăй виçеççĕ». «Юртă лашасене /рысаксене/ виçĕ çул кăна усратăп-ха. Маларах утланса çÿремеллисем кăмăла килетчĕç. Акăлчан ăратлĕ «Кавалер» ятлă юланутпа пĕр çулхине Хусанпа Чĕмпĕр хулисенче 12 хутчен ăмăртрăм. 11-шĕнче çĕнтернĕччĕ. Кун пекки сайра пулать вăл. Коран, Клипз, Мулатка, Проза урхамахсем те асрах-ха. Халĕ хăш чухне Сахалинпа тата Фаянспа пĕр кунрах та ăмăртма тивет.

- Ку йышши урхамахсене усрама тăкаклă пулĕ, - ыйтмасăр тÿсеймерĕм эпĕ.

- Паллах ĕнтĕ, - кулать Альберт Минтагирович, - кăçал иккĕшĕн валли, акă, сиплеме, витаминсем, чаплă такансем туянма... 170 пин тенкĕ тăкакларăм. Вĕсем манăн ыттисен хушшинче чи чаплисем пулсан та кăçал пĕтĕмпе те 90 пин тенкĕ кăна выляса илчĕç. Пĕрех, тăкаклă пулсан та питĕ кăсăклă. Хăш-пĕри укçана эрех ĕçсе, хĕрарăмсемпе çÿресе пĕтерет - маншăн лаша паха! Вĕсемсĕр пурнăç питĕ кичем пулĕччĕ! Ăслă чĕрчун! Мĕн чухлĕ вăй-хăват парать, хаваслăх кÿрет. Чун валли усратпăр вĕсене. Нагаткинăра Сабантуйра 3 çул выляса илтĕмĕр. Çĕнтернĕ хыççăн пуян, чăнкă çынсем пыраççĕ те лаша патне йĕрсех яраççĕ. Ватăсем те куççульленеççĕ. Вăт мĕнле вăл лаша - макăртать те ытла хĕпĕртенипе.

- Виçĕм çул пирĕн Сахалин пысăк ăмăртăва каяс умĕн урине вăйлах амантнăччĕ. Хирте тренировка ирттернĕ чухне çав вырăна шăпах ялти хĕрарăмсем пырса тухнăччĕ. «Ай урисемпе епле илтерсе пырать!»- мухтаççĕ хайхисем. Куçăхтарчĕç пулмалла урхамаха - ури çине пусайми пулчĕ. 8 уйăх сиплерĕмĕр. Шăммисене çирĕплетес тесе вĕтетнĕ çăмарта хуппине 2 михĕ çитерсе ятăмăр. Витене тухаттăм та ăна ыталаса йĕреттĕм те, сывалтăр тесе кĕлĕ те вуланă. Муллана та чĕнтĕмĕр вĕт, - калаçăва хутшăнать Гульнара Ахатовна.

Хамбиковсем каланă тăрăх - юртă лашасем 9 çул хыççăн чупусене хутшăнмаççĕ, вĕсене пăрахăçлаççĕ. Сахалин вара вун тăваттăра пулин те Чăваш Енри чи чаплă ут йышĕнче çаплах. Вĕсен шухăшĕпе - çутçанталăк тĕлĕнтермĕшĕ ку.

- Сахалин ăмăртусенче çăмăллăнах çĕнтерет. 5-7 çулти лашасене стартранах хыçа хăварать. Тÿрех çил пек вĕçтерет вăл. Вăй-халĕ ăçтан тухать-ши тесе тĕлĕнсе пĕтерейместпĕр унран. Пурте тĕлĕнеççĕ. Фаянс вара кăшт урăхларах. Малтан вăл хыçалта пырать-пырать те финиша çитеспе пурне те хыçа хăварса мала вирхĕнсе тухать. Лашасен те характер расна. Фаянс патне маларах пырсан Сахалин кĕвĕçет. Çавăнпа малтан Сахалинпа тренировка ирттеретĕп. Кăмăлĕ начар чухне ăмăртура чупмасса та пултарать вăл. Манăн кăмăл хуçăккине те тÿрех туять. Арăмпа кăштах хирĕлнине те чухлать. Çавăнпа чупу кунне лăпланмалли эмел те ĕçме тивет хăш чухне. Фаянс вара ют çынна ытла хапăлах мар - хăлхисене усать. Великан /пирĕн пони/ - питĕ лăпкăскер. Кăмăллăскер. Ăна пирĕн хĕр Диля кÿлсе те, утланса та çÿрет. Çитерет, пăхать. Хĕле ăсатнă уявра капăрлатса, çуна кÿлсе Великанпа ялти мĕнпур ачапчана ярăнтаратпăр. Эх, епле хĕпĕртеççĕ вĕсем, - хăй те савăнăçлăн çиçсе илет.

Кашни кунах Сахалина - 15, Фаянса 18 çухрăм чуптараççĕ. Ку урхамахсен тренировкин çирĕп йăли. Тунтикун - кану кунĕ. Сăмах май, чĕлхесĕр янаварсем вырăсла та, тутарла та «тĕшмĕртеççĕ» иккен. Вĕсен ансат рационне пĕлме те питĕ кăсăклă пулчĕ. Пĕчĕк лаша Великан сĕлĕ, утă, панулми çиет, сахăр юратать-тĕк, ăратлисене урăхларах пăхмалла-мĕн. Сахалинпа Фаянса ирсерен типĕ сĕлĕ çитереççĕ, кăнтăрлахи апатра - утă, тренировка хыççăн вара тĕрлĕ витамин хушнă сĕлĕ пăтти параççĕ. Кунсăр пуçне вĕсем кунне 700 грамм кишĕр, пĕр апат кашăкĕпе пыл, 4 çăмарта /икĕ лашана çулталăкне 2920 çăмарта кирлĕ. Авт./ астивеççĕ. Кил хуçи вĕсем валли хĕл каçма 1 тонна кишĕр туянни пирки те пĕлтерчĕ. Шăпах çавăн чухлĕ кирлĕ-çке. Ăйăрсене эрнере пĕр хутчен çăваççĕ. Ăмăрту хыççăн тепĕр кунне вара мунча кĕртеççĕ.

- Вĕренĕ пĕр витре шыва çур пачка тăвар ярса ирĕлтеретĕп. Унтан пысăк пир татăкне çав шывпа йĕпететĕп те унпа лашана витетĕп. Унтан çатăрка хутаç хуратăп, çиелтен утиялпа чĕркетĕп. Çапла 45 минут тăрать вăл. Питĕ вăйлă тарлать вара, унтан та кунтан тарĕ юхать. Кайран ăшă шывпа лайăх кăна çуса яратăп. Çĕрле ун патне кĕретĕн те - пĕчĕк ача пекех çывăрать вăл. Халĕ эпĕ сире питĕ пысăк вăрттăнлăха уçса патăм ĕнтĕ. Хăшĕсем кун пирки пĕлсен те - тума ÿркенеççĕ.

Вăл каланă тăрăх - юлан утсене кашни кунах чуптармалла. Вăхăт е кăмăл çук тесе тренировкăна сиктерме юрамасть. Çак йĕркене хăть çулла пултăр, хăть хĕлле - пăхăнмалла-мĕн.

- Лаша çулĕ пирĕншĕн питĕ ăнăçлă пулчĕ. Телее, пурте сывă, таса. Утсем лайăх. Сахалин кăçал Чĕмпĕрти ипподромра рекорд лартрĕ - 7 ăмăртура çĕнтерчĕ. Чылай Сабантуйра мала тухрĕ. Ку - питĕ аван. Кăçал тата мана «Виççĕмĕш категориллĕ юланутçă» ята пачĕç. Хăшĕсем нумай çул лаша тытаççĕ, ăмăртусене хутшăнаççĕ, анчах Сабантуйсенче çĕнтерме мар, финала та лекеймеççĕ. Çитĕнÿ тăвас тесен самай вăрттăнлăха пĕлмелле. Ку ĕçре мана Канашра пурăнакан Геннадий Кириллов нумай пулăшать. Халĕ эпир çуркунне çитессе, çĕнĕ сезон пуçăнасса чăтăмсăррăн кĕтетпĕр. Çĕнĕ çулта çĕнĕ çитĕнÿсемпе ăнăçусем пуласса шанатпăр, - тĕллевĕсемпе паллаштарчĕ Альберт Минтагирович.

Хамбиковсем Çĕнĕ çула та хăйсене евĕр кĕтсе илеççĕ. Урамра тата çуртра капăрлатнă чăрăш лартаççĕ. Юртан Хĕл Мучи, Юр пике, юмахри сăнарсене ăсталаççĕ, вĕсене тĕрлĕ тĕспе сăрлаççĕ. Сĕтел çине лартакан тутлă çимĕç темĕн тĕрлĕ пулмалла. Çĕнĕ çула кĕтсе илнĕ хыççăн ирчченех тусĕсем патне хăнана çÿреççĕ. «Ытти чухне те пирĕн çирĕп кун йĕрки çук. Тепĕр чухне çĕрĕпех ĕçлеме, тепĕр кунне ытларах çывăрма та пултаратпăр», - теççĕ. «Кăнтăрлаччен эпир телефон шăнкăртатсан та тытмастпăр», - пытармасть Гульнара Ахатовна.

Хамбиковсем урхамахсем çинчен сехечĕ-сехечĕпе каласа пама пултараççĕ. Кун иртни те сисĕнмерĕ. Вĕсемпе, пуян чун-чĕреллĕскерсемпе, паллашма тÿр килнишĕн паянхи кунчченех хĕпĕртесе çÿретĕп.

Роза ВЛАСОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕсем

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.