Муниципалитет йĕркеленĕвĕсен канашĕн съезчĕ иртрĕ

6 Раштав, 2019

Паян Шупашкарта Чăваш Республикин Муниципалитет йĕркеленĕвĕсен VII съезчĕ иртрĕ. Унта хутшăнакансене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев лайăх ĕçлемешкĕн ăнăçу сунчĕ.

Регион Пуçлăхĕ республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн кăçалхи кăтартăвĕсемпе кĕскен паллаштарчĕ. Вăл пĕтĕм сферăра ырă туртăмсем пуррине палăртрĕ. Муниципалитетсем аталанаççĕ, вĕсенче тĕрлĕ программăсене пурнăçа кĕртеççĕ. Михаил Игнатьев Чăваш Республики ĕç тăвакан влаç органĕсен тата должноçри çынсен ĕç тухăçлăхĕн кăтартăвĕсемпе Раççейри чи лайăх 20 регион йышне кĕнине аса илтерчĕ, çавна май республикăна федераци бюджетĕнчен грант парассине пĕлтерчĕ. Пуçлăх муниципалитет йĕркеленĕвĕсен хăйсен ĕçне тата хăш енĕпе лайăхлатмалли çинче чарăнса тăчĕ. Тăрăшса ĕçлекенсене наградăсем парса чысларĕ.

Съезда хутшăнакансем умĕнче çавăн пекех РФ Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, РФ Патшалăх Думин депутачĕсем Леонид Черкесовпа Николай Малов тухса калаçрĕç. ЧР Муниципалитет йĕркеленĕвĕсен канашĕн правлени председателĕ Александр Куликов канашăн ĕç-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Пирĕн республикăри ял старостсен институчĕн ĕçне Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнче ырă тĕслĕх вырăнне илсе кăтартнине пĕлтерчĕ.

Канаш районĕнчи Сухайкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Павел Семенов вырăнти ыйтусене хăйсем мĕнле татса пани тата çынсемпе мĕнле çыхăну йĕркелени пирки каласа кăтартрĕ. 

Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕсем...

www.hypar.ru

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.

Комментари хушас