Мускавра кĕрлерĕ Акатуй

2 Утă, 2018

Кăçалхи çĕртмен 30-мĕшĕнче, шăматкун, Мускаври нацинальноçсен çуртĕнче чăваш халăхĕн юратнă наци уявĕсенчен пĕри - Акатуй - иртрĕ. Хаваслă мероприятие Мускавра пурăнакансем çеç мар, ытти регионти тĕрлĕ халăх çыннисем те хастар хутшăннă.

Уяв ячĕпе хăнасене РФ Президенчĕ çумĕнчи Чăваш Республикин пономочиллĕ представителĕн çумĕ Лидия Седойкина, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов, Мускаври чăвашсен ентешлĕхĕн ертÿçи Анатолий Григорьев, РСФСР тава тивĕçлĕ артисчĕ, ЧР халăх артисчĕ Станислав Садальский тата ыттисем саламланă.

Хаваслă юрă-ташă, илемлĕ кĕвĕ, илемлĕ те илĕртÿллĕ чăваш тĕрри-эрешĕ, спорт ăмăртăвĕсем никама та айккинче хăварман. Урама уçăлма тухнă Мускавсемпе тĕп хула хăнисем национальноçсен çурчĕн картишне кĕрсе курмасăр чăтайман: пĕрле юрласа-ташласа чунтан савăннă, вăйă картине тăнă. Чăваш халăхĕ ĕмĕртен ырă та тарават.

Авалхи йăла-йĕркепе хăнасене çăкăр-тăварпа, кăпăклă сăрапа кĕтсе илнĕ. Çакăнтах ал ăстисен ярмăркки те ĕçленĕ. Уява хутшăнакансем «Аккондăн» пылак çимĕçĕпе сăйланнă çак кун, Вăрнарти аш-какай комбиначĕн апат-çимĕçне те туянма май килнĕ. Чăваш наци кĕрешÿ ăстисем правурлăхĕпе хастарлăхне кăтартнă уявра. Кăмăл тăвакансем хăйсен вăйне армрестлингра тĕрĕслеме пултарнă.

 

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас