Мускаври виçĕ каç

23 Авăн, 2017
Питĕ хăвăрт иртсе кайрĕç вĕсем. Çак тапхăрта «Таганка актерĕсен пĕрлĕхĕн» театрĕ виçĕ каç К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн актерĕсемпе Мускав чăвашĕсене çыхăнтаракан, çывăхлатакан вырăн пулса тăчĕ.
Чăваш театрĕн пысăк гастролĕ Владислав Николаев драматургпа Юрий Григорьев композитор ĕçĕсене тĕпе хурса СССР халăх артисчĕ Валерий Яковлев лартнă «Эс ман чунра» мюзиклпа хупăнчĕ.
Куракансем артистсене ăшшăн йышăнчĕç, вăрах вăхăт тăвăллăн алă çупса хавхалантарчĕç. Чăваш Республикин Раççей Президенчĕ çумĕнчи полномочиллĕ представителĕ Юрий Акиньшин алă пусса тав тунă Хисеп грамотине Чăваш патшалăх академи драма театрĕ, унăн пултарулăх ертуçи Валерий Яковлев, театрăн директор тивĕçĕсене пурнăçлакан Юрий Владимиров, СССР халăх артистки Вера Кузьмина, ыттисем тивĕçрĕç. 
Анатолий ГРИГОРЬЕВ, ЧР РФ Президенчĕ çумĕнчи полномочиллĕ представителĕн пулăшуçи, Раççейри чăвашсен федераци наци культура автономийĕн пĕрремĕш вице-президенчĕ:
- Раççей тĕп хулинче алла яхăн театр. Анчах çак кунсенче интернетра, социаллă сетьсенче чăваш театрĕ пирки çеç калаçрĕç, СМСсем çырчĕç. Театрăн пĕрремĕш спектаклĕпе паллашнисем хăйсен шухăшĕсене пĕлтерчĕç,  ытти спектакле йыхравларĕç. Мана та Валерий Яковлевăн ĕçĕсем питĕ килĕшрĕç. Режиссер ятарласа усă куракан паллăсем, символсем тарăн пĕлтерĕшлĕ, куракана шухăша яраççĕ.
 
Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас