Музей онлайн видеоэкскурси йĕркеленĕ

18 Çу, 2020

Паян, çу уйăхĕн 18-мĕшĕнче, Пĕтĕм тĕнчери музейсен кунне палăртрĕç. Ăна халалласа «Музейсен каçĕ» акци ирттересси йăлана кĕнĕ. Кăçал ăна онлайн-мелпе ирттернĕ.

Çу уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш наци музейĕ «Чăваш легендисемпе юмахĕсен тĕнчинче» видеоэкскурси йĕркеленĕ. Ÿнер учрежденийĕнчи тĕп экспозицисемпе, чăваш ача-пăча фольклорĕпе, авалхи ĕç хатĕрĕсемпе, халăхăмăрăн йăли-йĕркипе тата культурипе паллаштарнă. Ятарласа ирттернĕ ăсталăх сехечĕсем те куракансене кăсăклантарнă.

Акцие наци музейĕн тытăмĕнчи К.В. Иванов ячĕллĕ Литература музейĕ, В.И. Чапаев музейĕ, Чăваш тĕррин музейĕ, Çеçпĕл Мишши музейĕ, Чăваш Республикин Çар мухтавĕн музейĕ те те çав кун валли кăсăклă программăсем хатĕрленĕ.

www.hypar.ru gcheb.cap.ru căн ÿкерчĕкĕ.

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас