Наци проекчĕ: Хыпар 91-91 (27524-27525) № 16.08.2019

«Культура хутлăхĕ» проект культура учрежденийĕсен инфратытăмне çĕнетессипе тата реноваци ирттерессипе ĕçлет. Сăмах май, 2024 çулччен регионсенчи тата муниципалитет шайĕнчи ачасемпе çамрăксен тата пукане театрĕсенчен 40-шне реконструкци ирттерме палăртнă. Кăçал çак ĕçе тăхăр регионта пурнăçлама пуçланă, ун валли 400 ытла миллион тенкĕ уйăрнă. Федерацин Атăлçи округĕнче çак чыса пуринчен малтан Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕ тивĕçнĕ.