Наталья КУЗЬМИНА: Пĕчĕк чухнех йĕлтĕрпе ярăнас килетчĕ

17 Ака, 2015

Кăçал çавра юбилейне паллă тума хатĕрленекен спортсменка Чăваш Енри чи пултаруллă йĕлтĕрçĕсенчен пĕри шутланать. Çамрăк чухнех тĕрлĕ ăмăртура палăрнăскер 40 çула çитсен те спортран кайма васкаман. Пачах урăхла: унăн тата çĕнĕ вăй-хăват хушăннă тейĕн - ветерансен хушшинче иртекен турнирсене хутшăнма пуçланă. Нимĕнле йывăрлăха та парăнма хăнăхман хĕрарăм çĕршывра кăна мар, тĕнчери пысăк ят-сумлă йĕлтĕрçĕ пулса тăнă. Çак кунсенче кăна-ха, акă, Наталья Петровна хăйĕн ăсталăхне тепĕр çĕнтерÿпе çирĕплетрĕ: тĕнче кубокĕнчен 4 медальпе таврăнчĕ. Хамăр калаçăва та эпир çак ăмăрту çинченех пуçларăмăр.

- Коми Республикин тĕп хули епле кĕтсе илчĕ? Унтан мĕнле кăмăл-туйăмпа таврăнтăр?

- Сыктывкарта яланах сивĕ. Ăмăрту вăхăтĕнче вара уяр çанталăк тăчĕ, ăшă пулчĕ. Старта тухакан сахалрахчĕ. Ытти чухне ытларах пулаканччĕ - тĕнчери кăткăсрах лару-тăрăва пула чылай çĕршывран килмен. Манăн ÿсĕмрисен хушшинче эпир 15-18-ăн тупăшрăмăр. Пирĕн çулсенче спортсмен турнира епле хатĕрленни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Тренировкăна çÿреме ÿркенсен старта ан та тух. Эпĕ вара çулла та хатĕрленетĕп. Тренировкăсăр пурăнмастăп. Роллерпа ярăнатăп, çуран чупасси йăлана кĕнĕ. Бассейнра ишсе ÿт-пĕве тĕреклететĕп, велосипедпа çÿреме юрататăп. Хĕллехи сезонта - кашни кун йĕлтĕр çинче. Сыктывкарта çанталăк ăшă тăнăран йĕлтĕр шăвасшăнах марччĕ, çавăнпа çăмăлах пулмарĕ. Çапах та виçĕ дистанцире мала тухма пултартăм: 10 км - "ылтăн", 15 км - "ылтăн", 30 км - "кĕмĕл". Пирĕн команда эстафетăра та çĕнтерчĕ. Хамăн кăтартусемпе питĕ кăмăллă.

- Тĕнче ăмăртăвĕсенче эсир унччен те пĕрре мар малти вырăнсене йышăннă... Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.