12 ҫулти Иван Кузьмин ĕмĕчĕ пурнăçланчĕ

28 Раштав, 2020
ЧР Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Раççей шайĕнчи "Ӗмӗтсен ёлки" акцие хутшӑнса икӗ ачан ӗмӗтне пурнӑҫлама шантарнӑччӗ. 12 ҫулти Иван Кузьминшӑн кӗтнӗ самант ҫитрӗ те. Вӑл паян пӗрремӗш хут пуйӑс ҫине ларса хăйне машинист пек туйма пултарчӗ.
 
Чукун ҫул вокзалӗнче ӑна Олег Алексеевич хӑй кӗтсе илчӗ. Ҫывхарса килекен уяв ячӗпе саламланӑ май парнесем пачӗ. Арҫын ача калаҫаймасть, ҫавах ӗмӗчӗ пурнӑҫланнӑшӑн савӑнни куҫӗсенче палӑрчӗ.
 
Унӑн амӑшӗ Наталья Аркадьевна ЧР Пуҫлӑхне асамҫӑ пулса ывӑлӗн ӗмӗтне пурнӑҫланӑшӑн тав турӗ: "Мероприятие ирттерме пулӑшнӑ ҫынсене пурне те тав. Иван питӗ савӑнчӗ. Эсир, те асамлăха ӗненме ан пӑрахӑр. Ӗмӗтсем пурнӑҫланаҫҫӗ".
 
 
Любовь ПЕТРОВА.

Комментари хушас