36,6 пин тенкĕпе сутакан çук

6 Раштав, 2021

Строительство министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Максимов граждансен уйрăм категорийĕсене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерес енĕпе мĕнле ĕçленипе паллаштарчĕ. Çакăн валли кăçал бюджетран 1,4 миллиард тенкĕ уйăрнă. Пурăнмалли условисене çулталăк пуçланнăранпа 1,3 пин ытла çемье лайăхлатнă — çĕнĕ çулччен ку кăтарту, паллах, пысăкланĕ.

Министр тивĕçĕсене пурнăçлакан тăлăхсене хваттер вырăнне сертификат пама пуçлани лайăх пулнине çирĕплетрĕ — вуннăн сертификат илнĕ, пурте хваттер туяннă. Ипотекăпа усă куракансем валли пуçламăш тӳлеве хывма патшалăх енчен пулăшни те тӳрре тухать. Çакăн валли пĕтĕмпе 151 миллион тенкĕ уйăрнă. Граждансенчен пĕтĕмпе 360 заявлени йышăннă, 279-ăшне свидетельствăсем панă, вĕсенчен 254-шĕ çак документпа усă курса пуçламăш тӳлеве хывма та ĕлкĕрнĕ.

Шел, хăш-пĕр муниципалитет уйăрнă укçапа туллин усă курасси иккĕленӳллĕ. Шупашкар районĕ тăлăхсем валли хваттерсем туянайман. Администраци пуçлăхĕ Николай Хорасев тивĕçлĕ аукционсем ăнăçсăр пулнине çирĕплетрĕ. Сăлтавĕ — строительство материалĕсем хакланса кайни: «Тăваткал метрăн 36,6 пин тенкĕпе танлашакан виçипе Кӳкеçре хваттерсем çук — çак хакпа никам та хваттер сутмасть…»

Олег Николаева вырăнти влаç пуçлăхĕ çапла тӳрре тухма тăни килĕшмерĕ. «Кăçал кунашкал ăнлантару пайтах — вун-вун — пулнă. Анчах ялан тенĕ пекех е министрсем, е эпĕ хам хутшăннипе калаçса татăлма май килнĕ». Хăйĕн сăмахне çирĕплетмешкĕн вăл строительсен ИЖСăн тăваткал метрĕн хăйхаклăхĕпе кăсăкланчĕ. Владимир Максимов татăклă виçе пĕлтерчĕ — 29 пин тенкĕ. «29 пин тенкĕ — строительсем хăйсем пĕлтернĕ хăйхаклăх, — сăмахне тăсрĕ регион ертӳçи. — Эпир вара тăваткал метр валли 36627 тенкĕ уйăратпăр — уйрăмлăх пысăк». Ун шучĕпе, çак хакпа районсенче çурт-йĕр туянма пулать, апла тăк район ертӳлĕхĕ ĕçлесе çитереймен — ĕç-пуçа тĕплĕ тишкерме хушрĕ.

Çавăн пекех вăл çитес çулхи ĕçсем тĕлĕшпе халех хатĕрленме пуçламалли çинчен те каларĕ. Тĕслĕхрен, строительство пуçармалли çĕр лаптăкĕсене палăртса хумалла. Çав вăхăтрах муниципалитетсен пуçлăхĕсене асăрхаттарчĕ: «Уя тухса кайма кирлĕ мар — сирĕн ял-хула территорийĕсенче те тивĕçлĕ лаптăк нумай. Пушă выртакан лаптăксем — вĕсемпе усă курассине йĕркелемелле».

www.hypar.ru
 

Комментари хушас