71,7 миллиард тенкĕ ытла — хальччен пулман бюджет!

23 Юпа, 2020

Республика бюджечĕн кăçлахи тăкакĕсем 71756 миллион тенкĕпе танлашĕç — пĕлтĕрхинчен 30% пысăкрах. Çакăн çинчен Министрсен Кабинечĕн эрнекун ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ черетсĕр ларăвĕнче вице-премьер — финанс министрĕ Михаил Ноздряков пĕлтерчĕ.

Ларура республикăн 2020 çулхи, планпа пăхнă 2021 тата 2022 çулсенчи тапхăрти бюджечĕ çинчен калакан саккуна кĕртмелли улшăнусене тишкерчĕç. Михаил Ноздряков палăртнă тăрăх, коронавирус инфекцине пула кăçалхи бюджета пурнăçласси йывăрлăхсемпе çыхăннă. Çавăнпах çулталăкăн пĕрремĕш çурринче хамăрăн тупăш самай чакнă — тухса ÿкекен тупăшсем планпа пăхнинчен 800 миллион тенкĕ пĕчĕкленнĕ. Анчах, телее, паянхи кун тĕлне ĕç-пуç йĕркеленсе пыни курăнать: хамăрăн бюджета кĕнĕ тупăш 22 миллиард тенкĕрен иртнĕ — пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 2,7% пысăкрах. Чăн та, çак виçе планпа пăхнинчен пурпĕр кăшт пĕчĕкрех.

Усламран илекен налук чакнă, нефть продукчĕсен тата сăра акцизĕсем те пĕчĕкрех. Çак условисенче федераци бюджечĕн пулăшăвĕ курăмлă. Мускав уйăрнă укçа виçи кăçал 37,6 миллиард тенкĕпе танлашать — иртнĕ çулхинчен 49% нумайрах.

Финанс министрĕ çак виçере коронавируспа кĕрешме уйăрнă виçе пысăккине палăртрĕ. РФ Правительстви республикăн тухса ÿкекен тупăшĕсене саплаштарма пулăшни пысăк пĕлтерĕшлĕ. 1,5 миллиард тенкĕ инфекци ернĕ çынсене сиплекен медиксене, вĕсемпе ĕçлекен социаллă ĕçченсене тÿлеме панă. Тата 1,7 миллиард — йывăрлăхри граждансене пулăшма. Çавăн пекех регион 3-7 çулсенчи ачасемшĕн, ĕçсĕр граждансене тÿлеме, пĕчĕк тата вăтам бизнеса тĕревлеме, медицина оборудованийĕ туянма, больницăсен койка фондне анлăлатма пысăк укçа илнĕ.

Çăмăл мар лару-тăрура муниципалитетсене пулăшма май килни лайăх. Вĕсен тухса ÿкекен тупăшĕсене саплаштарма тата 109 миллион тенкĕ /çапла вара ку енĕпе уйăракан пĕтĕмĕшле виçе 365 миллион тенкĕпе танлашĕ/ уйăрассине ырларĕç. Çийĕнчен Михаил Геннадьевич çакă çитмесен çулталăк вĕçĕччен районсемпе хуласем валли татах укçа уйăрма май пурри çинчен те каларĕ.

Ял хуçалăхĕ те хушма пулăшу илет — техника туянма кайнă тăкаксен пĕр пайне саплаштарма бюджета тата 261 миллион тенкĕ хывса хăварассине ырларĕç. Çапла вара техника валли уйăракан укçан пĕтĕмĕшле виçи 346 миллион тенкĕ патнеллех пулĕ. «Ял хуçалăх ĕçченĕн кунĕ тĕлне лайăх парне», — кăмăллăн палăртĕ Михаил Геннадьевич. Çăнăх авăртакан предприятисен тăкакĕсен пĕр пайне саплаштарма та хушма укçа пулĕ. Ку тырă хакланнипе сăлтавланнă. Бюджет тĕревĕ çăкăр хакланасран упранма май парĕ.

Тепĕр тÿрлетÿ — адреслă инвестпрограмма об±екчĕсене проектлама 140 миллион тенкĕ уйăрасси. Министр пысăк хăш-пĕр объекта та асăнчĕ. Çав шутра — тĕп хулари клиника больницин çĕнĕ корпусĕсем, кăнтăр енчи районсене ĕçмелли шывпа тивĕçтермелли водопровод сечĕсем, Шăхасанти поликлиника тата ыттисем.

Çапла вара кăçалхи бюджет тăкакĕсем пĕтĕмпе 71756 миллион тенкĕпе танлашĕç. Ирнĕ \çул ку виçе 55 миллиард тенкĕрен кăшт пысăкрах пулнă — кăçалхи хысна 30% пысăкрах. «70 миллиардпа танлашкан чикĕ урлă каçни савăнтарчĕ, — пытармарĕ финанс министрĕ. — Ятарласа тишкертĕм — хальччен кунашкал виçе пулман. 2010 çулта, сăмахран, тăкаксем 29,3 миллиард тенкĕ шайĕнче пулнă. Çапла вара 10 çулта бюджет тăкакĕсем 2,5 хут пысăкланнă».Тупăша илес тĕк — кăçалхи бюджетра вăл 69,9 милиард тенкĕлĕх пулĕ.

Пĕтĕмлетнĕ май Олег Николаев тупăш татах пулассине те палăртрĕ. Çывăх вăхăтра республикăна 100 миллион тенкĕлĕх васкавлă медпулăшу машинисем килмелле — çĕнĕ йышши 53 автомобиль. Çавăн пекех мĕн пур шкулта «ăслă фильтрсем» вырнаçтармалла: шкула кĕнĕ май ачасем температурине виçĕç, аллисене дезинфекцилĕç. Тата — граждансене укçан кÿрекен пулăшу. «Çакă — республикăра пурăнакансене йывăр тапхăрта кÿрекен тĕрев», — терĕ Олег Алексеевич.

Вăл çывăх вăхăтра Патшалăх Канашĕн депутачĕсемпе курнăçма хатĕррине çирĕплетрĕ — ытти ыйтупа пĕрле кăçалхи бюджета кĕртме сĕнекен çак тÿрлетÿсене сÿтсе явасшăн, саккун проекчĕн хăйне евĕр «нульмĕш вулавĕ» пулĕ. ПК спикерĕ Альбина Егорова сессие чÿк уйăхĕн 17-мĕшĕнче ирттерме палăртни çинчен пĕлтерчĕ, депутатсемпе курнăçассине вара маларах йĕркелеме май пулĕ.

Ларура çавăн пекех Обязательнăй медицина страхованийĕн территори фончĕн бюджетне улшăнусем кĕртессине ырларĕç. Вăл та пысăкланать — 378 миллион тенкĕ хушăнать.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.

Комментари хушас