Ача амăшĕсене – тÿлевсĕр экскурси

22 Чÿк, 2021

Кăçал Раççейре Амăшĕн кунĕ чӳк уйăхĕн 28-мĕшĕнче иртĕ.

Çак уявпа килĕшӳллĕн Шупашкарти Музейпа туризм центрĕ тата Чăваш наци музейĕ парне хатĕрлесшĕн. Эпидемиологи лару-тăрăвĕ йĕркеллех пулсан Хĕрлĕ тӳремре тата Чăваш наци музейĕнчи «Вологда чĕнтĕрĕсем» куравра экскурси иртмелле. Унта хутшăнас текен амăшĕсен е çемьери ытти çынсен паспортра ачасем пуррине кăтартакан паллă пулмалла. Çавăн пекех коронавирусран вакцинациленнине ĕнентерекен сертификата е çав кунсенче ковидпа чирлеменнине çирĕплетекен ПЦР-теста пĕрле илмелле. Экскурси чӳк уйăхĕн 28-мĕшĕнче 11 тата 12 сехетсенче иртĕ. Ушкăна 25 çынран ытла йышăнмĕç. Маларах 23-20-31 телефонпа шăнкăравласа çырăнмалла.

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментари хушас