Ачасемшĕн, пуласлăхшăн…

3 Çурла, 2021

Паян ЧР Правительство çуртĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Раççейри ача-пăча фондне йĕркелекенĕпе тата нумай çул ертсе пыраканĕпе, паллă писательпе тата общество деятелĕпе Альберт Лихановпа ВКС мелĕпе тĕл пулчĕ.

Видеоконференцие çавăн пекех ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ — бюджет, финанс тата налук комитечĕн председателĕ, «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» ыркăмăллăх марафонĕн йĕркелӳ комитечĕн секретарĕ Юрий Кислов, ЧР вĕрентӳ тата çамрăксен политикин министрĕн пĕрремĕш заместителĕ Алексей Лукшин хутшăнчĕç.

Олег Николаев Чăваш Енре ачасене пулăшас енĕпе мĕнле ĕçсем туни çинчен каласа пачĕ. Ку енĕпе Чăваш Енпе туслă ĕçлеме килĕшӳ тăвас кăмăллине пĕлтерчĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ ку сĕнĕве хапăлласа йышăнчĕ.

www.hypar.ru Роза ВЛАСОВА сăн ÿкерчĕкĕ

Комментари хушас