Ачасенчен вăрăсен «общакĕ» валли укçа пухнипе çырлахма юрамасть

31 Пуш, 2022

Лайăххи — манăçнă кивви тетпĕр вĕт. Шупашкарта урăлтаркăч уçăлмалла. Малтанлăха — пилот мелĕпе. Çакăн пирки кĕçнерникун ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи право йĕркине тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен координаци канашĕн ларăвĕнче калаçу пулчĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ лару çыхăну операторĕсене шуйхатса янă ыйтуран пуçланчĕ. Роскомнадзорăн территори пайĕн пуçлăхĕ Татьяна Евдокимова пĕлтернĕ тăрăх, республика тулашĕнчен килсе кунта тымар яма хăтланакан темиçе компани Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта ĕçлекен операторсене хĕстерет. Хăйсен тивĕçлĕ лицензи те çук-мĕн. Вĕсем суту-илӳ центрĕсенче хăйсен çыхăну линийĕсене тунă, хайхи операторсене центрсенчи клиенчĕсемпе малашне çав лини урлă хăйсен урлă ĕçлеме хистеççĕ. Ларăва çыхăну компанийĕсен ертӳлĕхĕ те килнĕ, пĕр саслăн калаççĕ: çав ют компанисем пирĕн клиентсене ярса илесшĕн, çакă çыхăну тарифĕсене ӳстересси те часах. Тĕрĕссипе, сăмах рейдер тĕслĕхĕ пирки пырать.

Олег Алексеевич вăй, надзор органĕсен ертӳçисене тимлĕ итлерĕ, вĕсем çак пăтăрмах пирки пĕлеççĕ, анчах пĕри те тепри хăйсен енчен мерăсем йышăнма тăхтассине палăртрĕ. Роскомнадзор пайĕ çак тĕслĕхпе Арбитраж судне ыйтупа тухнă — Фемида хăйĕн пĕтĕмлетĕвне тунă хыççăн вара прокуратура та, чекистсемпе полици те ĕçе пуçăнма хатĕр.

Вĕрентӳ организацийĕсенчи хăрушсăрлăха тивĕçтерес ыйтупа тĕплĕ калаçу пулчĕ. Следстви комитечĕн республикăри Следстви управленийĕн ертӳçи Александр Полтинин Раççейре шкулсенче ачасене тапăннă тĕслĕх çине-çинех пулнине аса илтерчĕ. Шел, кунашкалли Чăваш Енре те пур — юлашки çулсенче темиçе преступление шута илнĕ. Калăпăр, Вăрмар районĕнче 9-мĕш класс ачи шкула çĕçĕ чиксе килнĕ. Тантăшĕпе хирĕçсе кайнă та — пĕр хĕрача лешĕн хутне кĕнĕ. Пуçтах вара ăна çĕçĕпе мăйĕнчен амантнă. Александр Владимирович асăннă шкулта хурал пулманнине палăртрĕ — техника ĕçченĕ кăна дежурствăра тăнă. Е тата — Шупашкарти техникумсенчен пĕринче пулнă тĕслĕх. 17 çулти студентка преподавательсене тапăнас шутпа вĕрентӳ учрежденине икĕ çĕçĕпе килнĕ… Çак тĕслĕхре те пропуск режимне пăхăнманни чутах пысăк инкекпе вĕçленмен.

Чăваш Енĕн «тĕп следователĕн» шкулсенчи хăрушсăрлăхпа çыхăннă лару-тăрăва тиркевлĕ хакларĕ. Ун шучĕпе, хурал пулмаллах, укçа хĕрхенмелле мар. Çак ĕçе вăй тытăмĕсенче ĕçленĕ çынсене явăçтармалла. Росгварди, уйрăм çынсен хурал предприятийĕсем пулăшма пултараççĕ. Вĕсем валли шкулсенче ĕç çителĕклех пуласси куçкĕрет. Ачасенчен вăрăсен общакĕ валли укçа пухни те, саккунсăр ытти самант та пур. Вăл Шалти ĕçсен министерствине вăрăсен, тĕрме пурнăçĕн йĕркине романтизацилеме пăхакансемпе хастартарах кĕрешме чĕнсе каларĕ. Ку ыйтусемпе СК управленийĕ шкулсенче ыйтăм ирттермешкĕн Вĕрентӳ министерствине те тухнă. «Анчах хурав пулмарĕ. Халь тепре ыйтупа тухăпăр, çĕнĕ министр хуравне кĕтĕпĕр», — тӳррĕн каларĕ управлени ертӳçи.

Шкулсенче хуралçăсем пулмаллине вара вăл юлашки вăхăтра унта взрыв хатĕрĕсем хуни çинчен пĕлтернисем нумайланнипе те сăлтавларĕ: «Суя пĕлтерӳсем. Анчах — тем пулас пур…»

www.hypar.ru
 

Комментари хушас