Ачасене «Çамрăк профессионалсем» юхăма ытларах явăçтарасшăн

19 Нарăс, 2021

Шупашкарти апатлану технологийĕпе коммерци техникумĕнче ĕçлекенсем пылак çимĕçе чăваш сĕмĕ кĕртнĕ. ЧР вĕрентӳпе çамрăксен политикин министрĕ Алла Салаева паян асăннă учрежденире пулнă май «Тухья» ятлă пирожнăй тутанса курчĕ.

Çак кунсенче пирĕн республикăра «Çамрăк профессионалсем» чемпионатăн вырăнти тапхăрĕ иртет. 14-22 çулсенчи хĕрсемпе каччăсем, 50 çултан аслăраххисем тĕрлĕ компетенцире вăйне тĕрĕслеççĕ. Шăпах апатлану технологийĕпе коммерци техникумĕнче «Ресторан сервисĕ» компетенци лапамĕ ĕçлерĕ. «50+» ӳсĕмри хĕрарăмсем коктейль хатĕрлессипе, сĕтел сервировки тăвассипе ăмăртнине Алла Салаева министр курса хакларĕ.

Ĕç профессийĕсен чемпионатне çамрăксем кăна мар, шкул ачисем те хастар хутшăнаççĕ. Алла Леонидовна çак юхăма аталантарассипе çыхăннă вĕрентӳ коворкингĕнче тухса калаçрĕ. Унта тĕп хулари пĕлӳ çурчĕсен директорĕсем те хутшăнчĕç. «Çак чемпионата хутшăнакансен йышĕ çулленех ӳсет. Ачасен хăйсене тĕрлĕ профессире тĕрĕслесе пăхма май пур. Пирĕн тĕллев: ачасене çак юхăма ытларах явăçтарасси. Вĕсене вăтам класранах ĕç профессийĕсен тĕнчине илĕртме тытăнмалла», — палăртрĕ министр.

Шупашкарти апатлану технологийĕпе коммерци техникумĕ шкулсемпе çыхăнса ĕçлет. Ачасем ку вĕрентӳ учрежденийĕн пысăк технологиллĕ лабораторийĕсенче ăсталăхне туптаççĕ. Каламасăрах паллă, студентсем — вĕсемшĕн тĕслĕх. Техникумра вĕренекен пулас поварсемпе кондитерсем Раççейре кăна мар, тĕнче шайĕнчи ăмăртура палăрма ĕлкĕрнĕ. Вĕсен ĕçĕсене чи тутлисем тесе палăртаççĕ. Халĕ, ав, наци стилĕпе пылак çимĕç хатĕрлеме шухăшланă, ятарлă буклет кăларнă. Ячĕсем те чăвашлăхпа çыхăннă: «Тухья», «Акатуй», «Улăп пылакĕ»… Хальлĕхе ку пылаксене лавкка сентрисем çинче кураймăн.

www.hypar.ru Ирина КОШКИНА сăн ӳкерчĕкĕсем кунта...

Рубрика: 

Комментари хушас