Африка мурĕ тĕлĕрме памасть

16 Çурла, 2021

Коронавирус çитменччĕ — тепĕр инфекципе кĕрешме тивет: республикăра сыснасен Африка мурĕнчен сыхланмалли мерăсем йышăнаççĕ. Сăлтавĕ — лаборатори тĕпчевĕ Муркаш районĕнче тытнă хир сысни чирлĕ пулнине палăртни. Чир сарăлас хăрушлăх пысăккине кура ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикун ирттернĕ канашлу та çак ыйтăва сӳтсе явнинчен пуçланчĕ.

Олег Николаев карантин зонинче сыснасене тĕп тума тивни вĕсен хуçисемшĕн инкек пулнине пăшăрханса палăртрĕ, çав вăхăтрах вăл хăшĕсем çак темăпа усă курса халăха пăлхатма тăнине татăклăн сивлерĕ, выльăхне çухатакан çынсене саплаштару укçи тӳлессине çирĕплетрĕ.

Саплаштару виçи çинчен ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов пĕлтерчĕ. Вылăха туртса илнĕ тĕслĕхсенче сыснан чĕрĕ виçипе килограмĕшĕн 120 тенке яхăн тӳлĕç. Аш-какай, паллах, хаклăрах: шăмăллишĕн килограмĕшĕн 290 тенке яхăн саплаштарĕç, шăмăсăрришĕн — 336 тенке яхăн. Карантин 14 яла пырса тивет — Элĕк, Муркаш, Шупашкар, Етĕрне районĕсен территорийĕне. Министр пĕрлешӳллĕ хуçалăхсен 189, уйрăм çынсен 20 пуç сыснине тĕп тăвассине палăртрĕ. Вылăьăхăн чи пысăк йышне Элĕк районĕнчи «Новый путь» хуçалăхра пĕтермелле.

Пулать вĕт, иртнĕ эрне варринче республика ертӳлĕхĕ ирттернĕ канашлура шăпах сыхлăха çирĕплетмелли пирки калаçу пулнăччĕ. Шăп çав кун, кăшт каярах, хир сысни чирлĕ пулни çирĕпленнĕ. Çавна май Олег Николаев хăрушсăрлăха çирĕплетес енĕпе çав канашлура палăртнă мĕн пур мера вăйра пулмаллине аса илтерчĕ. Унччен çав мерăсене пурнăçламашкăн вăхăт пур теме пултарнă, халь — вăхăт çук, ĕçсене ырана хăварма юрамасть. Ял хуçалăх министрĕ хир сыснисене тĕп тумалли цифрăна пысăклатасси çинчен пĕлтерчĕ: малтан тытма ирĕк пани çумне тата 50 пуç хушăнĕ.

ЧР Пуçлăхĕ муртан сыхланасси чи малтанах хир сыснисен йышне виçеллĕ тунипе никĕсленмеллине тепĕр хут аса илтерчĕ. Кашни пин гектар пуçне 0,25 пуçран ытла мар пулмалла, Чăваш Енре вара ку кăтарту чылай пысăкрах.

www.hypar.ru
 

Рубрика: 

Комментари хушас