«Астăвăм сукмакне» тухнă

31 Çу, 2021

Сĕнтĕрвăрри районĕнче «Астăвăм сукмакĕ» историпе географи проекчĕн промотурĕ иртнĕ.

Мероприятие Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисене тăвакансен ĕç паттăрлăхне халалланă çулталăкпа килĕшӳллĕн пуçарнă. И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУ студенчĕсем /ертӳçи — Марина Вишневская/ çак районти Октябрьски тата Карапаш ял тăрăхĕсен чиккинче чарăннă. Унта Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене халалланă палăк пур. Çавăн çывăхĕнче çамрăксем палатка вырнаçтарнă.

Çак вырăна студентсемпе калаçма сумлă çынсем килнĕ. Марина Вишневскаян пуçарăвне ырласа вĕсем çакнашкал экспедицисене тăтăшах йĕркелемеллипе килĕшнĕ.

www.hypar.ru

Комментари хушас