«Атăл» Украинăна «тасатма» пулăшĕ

11 Утă, 2022

Асăннă батальон — Чăваш Енре йĕркелекен подразделени. «Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче унашкаллисем стрелоксен 139-мĕш тата 324-мĕш дивизийĕсем пулнă — вĕсем çĕршыва хӳтĕлессипе çыхăннă тĕллевсене пурнăçланă, халĕ вара резервистсенчен çакăн пек çыхăну батальонĕ йĕркеленет. Хăйсен ирĕкĕпе Раççей çарĕн ретне тăракансен, çав шутра Украинăри ятарлă операцие хутшăнаканскерсен, çемйисене пулăшас тĕллевпе пĕр хутчен тӳлев пама йышăнтăмăр», — терĕ тунтикунхи канашлура Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев.

Сăмах май, ятарлă подразделенисем хатĕрлес ĕçе нумай регионта пуçарнă. Çав шутра — пирĕн кӳршĕсем те. Тутарсем, сăмахран, хăйсен çакнашкал батальонне «Алга» ят панă. Чулхуласем йĕркелекен танк батальонĕ — Кузьма Минин ячĕллĕ. Пушкăртстан хăйĕн батальонне паттăр ентешĕн Минигали Шаймуратов генерал-майорăн ятне панă. Пушкăртсем подразделение вĕренӳ вырăнне ăсатнă та ĕнтĕ. «Атăл» батальона йĕркелес ĕç вара малалла пырать-ха — кăмăл пуррисем, сывлăхпа, ытти енĕпе тивĕçтерекен граждансем унта çырăнма пултараççĕ.

www.hypar.ru
 

Комментари хушас