Аварие лекнисене мĕнле пулăшаççĕ?

3 Пуш, 2021

Паян Шупашкарта автомобиль транспортĕнче пулнă инкеке сирес тĕллевпе аварипе çăлав ĕçĕсене ирттерекен чи лайăх командăна палăртакан ăмăртăвăн финал тапхăрĕ иртрĕ.

Унта Шупашкарти, Канашри тата Çĕмĕрлери пушар-çăлав чаçĕсен 5 команди хутшăнчĕ. Вĕсем пурте ăмăртăвăн малтанхи икĕ тапхăрĕ витĕр тухнă. Халĕ вара хăйсен ăсталăхне финалта тĕрĕслерĕç. Пушарнăйсемпе çăлавçăсем автомобиль транспортĕнче пулнă инкекре аварипе çăлав ĕçĕсене хăйсем мĕнле ирттерме пултарнине кăтартрĕç. Судьясем командăсен ĕçне хакланă чухне хăвăртлăха çеç мар, ытти чылай фактора та шута илчĕç: çăлав хатĕрĕсемпе тирпейлĕн усă кураççĕ-и, авăннă-лапчăннă автомобилĕн тăррине каснă, «аманнă» çынсене кăларнă, вĕсене пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ кӳнĕ чухне пĕтĕм ĕçе тĕрĕс пурнăçлаççĕ-и тата ытти те.

Шупашкарти ятарлă пушар-çăлав чаçĕн пĕрлештернĕ команди чи лайăххин ятне тивĕçрĕ. Вăл Чăваш Ен чысне федерацин Атăлçи округĕнче хӳтĕлĕ. 2-мĕш вырăна — Канашри 15-мĕш, 3-мĕшне Шупашкарти 6-мĕш пушар-çăлав чаçĕсен командисем тухрĕç.

Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн пресс-службин пуçлăхĕ Ольга Нягина пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Енри пушарнăй-çăлавçăсем 2020 çулта автоаварире шар курнисене пулăшмашкăн инкек вырăнĕсене 689 хутчен кайнă, 73 çыннăн пурнăçне, çав шутра 6 ачанне, çăлнă.

www.hypar.ru Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА сăн ÿкерчĕкĕсем
 

Комментари хушас