Айăплисене штрафлаççĕ

4 Çурла, 2020

Паян Шупашкар хулин администрацийĕн ĕçченĕсем рейда тухрĕç. Вĕсем пандеми тапхăрĕнче асăрханулăх йĕркине пăхăннине тĕрĕслерĕç.

Чи малтан «Ярмăрккă» суту-илӳ комплексне çитрĕç. Администрацин потребитель рынокĕпе предпринимательлĕх аталанăвĕн управленийĕн пуçлăхĕ Фасиха Солдатова пĕлтернĕ тăрăх, пасарта ĕçлекен усламçăсем асăрханулăх йĕркине епле пăхăннине утă уйăхĕн вĕçĕнче килсе тĕрĕсленĕ, ун чухне саккуна пăснă тĕслĕх чылай тупса палăртнă. Ярмăрккă алăкĕ умĕнче хуралçăсем тăраççĕ, вĕсем туянакансене маска тăхăнма хушаççĕ. «Маскăсăр кĕртместпĕр, пĕр-пĕр суту-илӳ точкинче хӳтĕлев хатĕрне туянма сĕнетпĕр. Çавăн пекех предпринимательсем правилăсене пăхăннине тĕрĕслетпĕр», — терĕ тĕп инженер Сергей Яковлев.

Суту-илӳ вырăнĕсенче ĕçлекенсен ӳт температурине виçнине тата дезинфекци тунине палăртса пымалли журналсем, асăрханулăх мерисене пăхăнмаллине пĕлтерекен плакатсем пур. Çавăн пекех пандеми тапхăрĕнче куллен кирлĕ таварсем (супăнь, антисептик, маска, перчетке тата ытти те) куç умĕнчех выртаççĕ. «Ӳт температурине ĕçе пуçăниччен кашни кун виçетпĕр те журнала çыратпăр. Суту-илӳ вырăнĕнчи урайне, стеллажсене 2-3 сехет хушшинче дезинфекци тăватпăр. Çак ĕçе те журналта палăртатпăр», — каласа кăтартрĕ Анна Сидорова.

Ленин администрацийĕн суту-илӳ секторĕн пуçлăхĕ Наталья Филиппова ăнлантарнă тăрăх, уçă сывлăшра вырнаçнă суту-илӳ точкисене 3-4 сехетрен те дезинфекци тума юрать. «Хлоркăллă тата спиртлă хутăшсемпе усă курмалла, анчах хăшĕ-пĕрин белизна та пур. Туянакансен тавара тытиччен алла антисептикпа çумалла. Анчах çĕнĕ тумтирпе атă-пушмака тăхăнса пăхма юрамасть», — терĕ Наталья Вячеславовна. Кунашкал тĕслĕхе Хула çум вокзалĕ çумĕнче вырнаçнă пĕр лавккара тĕл пултăмăр.

«Пекарня» лавккара маска тăхăнман çынсенех апат-çимĕç сутаççĕ. «Маскăсăр та кĕреççĕ паллах. Пурне те асăрхаймастăп. Туянакан нумай. Хăшпĕр чухне çын çине пăхма та вăхăт çук», — терĕ сутуçă. «Коржик» лавккара çитменлĕхсем ăсăрхамарĕç тĕрĕслевçĕсем.

Кафесем хальлĕхе йăлана кĕнĕ йĕркепе ĕçлемеççĕ: çимĕçсене киле парса яраççĕ е вырăна кайса леçеççĕ. Узбек апачĕпе сăйлакан кафере лармалли вырăнсене хĕрлĕ хăюсемпе карнă, пукансене çавăрса хунă, анчах пĕр сĕтел хушшинче хĕр апатланать. Шеф-повар сăмахĕ тăрăх, вăл унăн çывăх çынни. Уйрăм пӳлĕме те çăмăллăнах кĕрсе тухма пулать. Унта кафере ĕçлекенсем апатланаççĕ имĕш. Служба пӳлĕмĕн алăкĕ хупă пулмаллине аса илтерчĕ Фасиха Исхаковна. Андреев предпринимателĕн кафинче вара тĕрĕслекенсем акт çырчĕç. Унта тивĕçлĕ журналсем çук тата урайĕнче дистанцие пăхăнмаллине кăтартакан паллăсем çыпăçтарман. Кафе хуçи каланă тăрăх, ĕçлекенсен температурине кашни кунах тĕрĕслеççĕ, дезинфекци тăваççĕ. «Ятарлă хутăшсем пуррипе дезинфекци тунине пĕлейместпĕр, çавăнпа журнал кирлех», — терĕ Фасиха Солдатова. Ку кафене Роспотребнадзор ĕçченĕсем те килсе тĕрĕсленĕ, анчах вĕсем асăрханă çитменлĕхсене тӳрлетме васкаман Андреев. Айăпа кĕнĕ предпринимателе Экономика министерствине чĕнсе илĕç, ун тĕлĕшпе протокол çырĕç. Ĕçе суда ярса парĕç. Административлă правăна пăсни çинчен калакан кодекспа килĕшӳллĕн ăна 30-50 пин тенкĕлĕх штраф пама пултараççĕ.

www.hypar.ru Андрей МИХАЙЛОВ сăн ӳкерчĕкĕсем кунта. 

Комментари хушас