Больницăсем епле ĕçлесси паллă

29 Раштав, 2020

Чăваш Ен Сывлăх сыхлав министерстви республикăри пульницăсем уяв кунĕсенче епле графикпа ĕçлессине пĕлтернĕ.

Раштав уйăхĕн 31-мĕшĕнче, 2021 çулхи кăрлач уйăхĕн 2, 3, 4, 5, 6, 8, 9, 10-мĕшĕсенче сывлăх сыхлав учрежденийĕсем шăматкунхи графикпа ĕçлĕç.

Кăрлач уйăхĕн 1 тата 7-мĕшĕсенче пулăшу кирлĕ пулса тухсан тухтăрсене киле чĕнсе илме май килĕ. Пульницăсенчи васкавлă пулăшу пÿлĕмĕсене ун чухне ирхи 8 сехетрен пуçласа 13 сехетчен шăнкăравлама юрать.

www.hypar.ru

Вера ТИТОВА хатĕрленĕ.

Рубрика: 

Комментари хушас