Бюджет: 67 миллиард тенкĕ — юлашки пăнчă мар

16 Чÿк, 2021

Патшалăх Канашĕн черетлĕ тăваттăмĕш сессийĕн ытларикун Леонид Черкесов спикер ертсе пынипе тата ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев хутшăннипе иртнĕ пĕрремĕш тапхăрĕнче депутатсем çичĕ саккун проектне тишкерсе ырларĕç. Çапах тĕп ыйту, паллах, республикăн 2022 çулхи тата планпа пăхнă 2023, 2024 çулсенчи бюджечĕ çинчен калакан саккун проекчĕ пулчĕ. Ăна парламент пĕрремĕш вулавпа йышăнчĕ, иккĕмĕш вулава сессин чӳк уйăхĕн 26-мĕшĕнче иртмелли иккĕмĕш тапхăрне хăварчĕ.

Хăш-пĕр парламентари депутат удостоверенийĕсене ыттисемпе пĕрле илмен те — Леонид Черкесов сессие вĕсене документсем панинчен пуçларĕ. Ансат процедура ĕнтĕ, анчах Сергей Семенов эсер меллĕ çак самантпа трибуна умне тухма усă курчĕ. Пурте кун пек чухне калакан «дежурнăй» тав сăмахĕсем кăна пулаççĕ тенĕччĕ пуль — апла мар иккен. Парламент ветеранĕ ку хутĕнче хăйне Çĕнĕ Шупашкартан ПКна суйланма питĕ йывăр пулни çинчен сăмах пуçарчĕ. Сăлтавĕ, ун шучĕпе, суйлав умĕнхи тапхăрта урăх партисен представителĕсем ăна хирĕç питĕ таса мар ĕçлени. Оппоненчĕсене вăл хушаматранах асăнчĕ: унашкал çынсем депутат пулма тивĕç мар имĕш…

Паллах, спикер ку калаçăва тăсма памарĕ — малалла сесси ĕçĕ кун йĕркипе килĕшӳллĕн пулчĕ. Бюджет проекчĕпе финанс министрĕ Михаил Ноздряков паллаштарчĕ. Ыйту пĕлтерĕшне пула самай вăрăм доклад виçĕ çуллăх кăтартусем çинче никĕсленчĕ, цифра нумаййине кура хаçатра çитес çулхи бюджет параметрĕсемпе тĕплĕнрех паллаштарни те çителĕклĕ-тĕр. Республикăн 2022 çулхи бюджечĕн тупăшне 67 миллиард тенкĕ шайĕнче палăртнă. Ку виçе кăçалхи бюджет тупăшĕнчен самай пĕчĕкрех. Çак самант хăш-пĕр депутата сисчĕвлентерни куçкĕрет палăрчĕ те — Михаил Геннадьевич вĕсен иккĕленчĕк кăмăлне тӳрех сирчĕ. Çапла, хальлĕхе пĕчĕкрех, анчах кăçалхи бюджетăн çулталăк пуçламăшĕнче çирĕплетнĕ виçинчен самай пысăкрах. Кăçалхи бюджет та çулталăк тăршшĕпе темиçе хут тӳрлетнĕ май палăрмаллах пысăкланнă, çитес çулхи хысна тĕлĕшпе те çаплах пулĕ. Мускав паракан укçа виçи хушăнасси халех паллă — бюджета иккĕмĕш хут тишкернĕ чухнех çав хушăма шута илме май пулĕ, çавнашкал хушăмсем кайран та пулмалла. Çав шутра, вăл палăртнă тăрăх, çулсен пахалăхне тивĕçтермелли нацпроект шучĕпе те самай пысăк виçе хушăнмалла.

Михаил Геннадьевич çитес çулхи бюджет социаллă сĕмлĕ пулассине çирĕплетрĕ. Çав шутра ача çуратассине ӳстермелли, чухăнлăха чакармалли, çынсен тупăшне пысăклатмалли, ватăсене тĕревлемелли тăкаксем курăмлă. Анчах ку экономика, тĕрлĕ объект строительстви çине алă сулнине пĕлтермест. Шупашкарти «Волга» стадион реконструкцийĕ валли, авă, федераци бюджетĕнчен тата 418 миллион тенкĕ субсиди уйăрма йышăннă. Сывлăх сыхлавĕн объкчĕсен строительствин списокĕ вăрăм: икĕ теçетке амбулатори, тăватă теçеткене яхăн ФАП…

Тата — шкулсем. 25 шкула тĕпрен юсама палăртнă. Министр «çӳле» çĕнĕ 5 шкул тума заявка пани çинчен каларĕ. Шел, пурне те ырламан. Шупашкарти Сад микрорайонĕнчи шкул строительстви малалла тăсăлĕ, Университет урамĕнче çĕнĕ шкул пулĕ. Сĕнтĕрвăрринче те строительство пуçланать, унти ĕçсем ялсен территорийĕсене аталантармалли программăна кĕнĕ. Кӳкеçсемпе Çĕрпӳ районĕнчи Чурачăксемшĕн вара хальлĕхе савăнмалли хыпарсем çук. Депутатсем Кӳкеç ачисем икĕ сменăпа вĕреннине, Чурачăкри шкул кивелсе çитнине, унти 344 вĕренекен гаражра апатланнине палăртрĕç-ха, анчах «тĕп финансист» шкулсем пулаççех тесе шантарма тăхтарĕ, ку енĕпе федераци влаçĕсемпе калаçусем пынине çирĕплетнипех çырлахрĕ.

www.hypar.ru
 

Комментари хушас