Çăмăллăхсем «хакланчĕç»

24 Нарăс, 2021

Паян Чăваш Ен Правительствин черетлĕ ларăвĕн кун йĕркинче тĕрлĕ çăмăллăх тӳлевĕсене индексацилессипе çыхăннă ыйтусем темиçе те пулчĕç.

Калăпăр, ачасене усрава илнĕ çынсене, опенкунсене паракан укçа виçи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен тытăнса 2,91% хушăнать. Çак тӳлеве илекенсен шучĕ республикăра 900 çын патнелле. Ачасемшĕн, организацисене тĕп тунă май ĕçсĕр юлнă хĕрарăмсене ача çуратнăшăн паракан пособисене, инвалидсен, Чернобыльти инкеке пула вилнисен 14-18 çулсенчи ачисене апат-çимĕç таварĕсемшĕн укçан тӳлекен саплаштару укçине те асăннă виçелĕхех индексацилессине ырларĕç. Çак тӳлевсене те те çулталăк пуçламăшĕнчен тытăнса пысăклатнă виçепе шутлĕç.

Ялти специалистсем вара çăмăллăх «хакланнине» утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен туйĕç. Сăмах ялта ĕçлесе пурăнакан педагогсене, культура, ветеринари ĕçченĕсене коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн, çав шутра вутă туяннăшăн тӳлекен саплаштару укçи прки пырать. Вăл 3,4% пысăкланать — граждансен коммуналлă тăкакĕсен ӳсĕмĕн индексĕпе пĕр шайра. Çапла вара компенсаци виçи пысăкланса 1221 тенкĕпе танлашĕ. Çак индексаци республикăра пурăнакан 14,8 пин çынна пырса тивет.

Çут çанталăк ресурсĕсен министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Александр Воробьев уйрăм чĕр чунсем тĕлĕшпе сунара чарас ыйтăва çĕклерĕ. Пурăшсемпе карăксене хӳтĕлемелле. Вĕсене тытма маларахах чарнă, апла пулин те çак чĕр чунпа кайăкăн Чăваш Енри йышĕ нумай ӳсни палăрмасть. Сăвăрсен шучĕ вара самай чакнă. Çавăнпа çак чĕр чунсене, кайăка тытас тĕлĕшпе палăртнă чарăва 2024 çулхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕчченех тăсас сĕнĕве ырларĕç.

www.hypar.ru

 

Комментари хушас