Çăмăлттай водительсене çирĕпрех явап тыттарасшăн

16 Çурла, 2021

Шел те, пассажирсене илсе çӳрекен транспорт водителĕсем, хуçисем çăмăлттай пулни тĕл пулать.

ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикун ирттернĕ канашлура Владимир Осипов, транспорт министрĕ, сыхлăх мерисене уяман водительсене кăна мар, транспорт хуçисене те штрафлани çинчен каларĕ-ха: водительсене 1 пин тенкĕ тӳлеттереççĕ пулсан предпринимательсен штрафĕ нумай хут пысăкрах — 30 пин тенкĕ, анчах, регион ертӳçин шучĕпе, çакă та çителĕксĕр. Строительствăра, калăпăр, шанăçа тӳрре кăларман компанисене тӳрĕ кăмăллă мар подрядчиксен шутне кĕртетпĕр – вĕсем малашне саккассем илеймеççĕ. Пассажирсене илсе çӳрекен предпринимательсем тĕлĕшпе те, Олег Алексеевич шучĕпе, çакнашкал мера кирлĕ — ку яваплăха ӳстермешкĕн пулăшма тивĕç.

Владимир Осипов вара тепĕр ыйтупа та сăмах илчĕ — çулсем çинчи лару-тăрупа паллаштарчĕ. Кăçалхи çичĕ уйăхра Чăваш Енре çулсем çинче 586 авари пулнă — пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 5% сахалрах. Вĕсенче 58 çын вилнĕ. Çак цифра вара, шел те, иртнĕ çулхи кăрлач-утă уйăхĕсенчинчен 5,5% пысăкрах. Аварисен тĕп сăлтавĕсен шутĕнче — водительсем çулăн транспорт хирĕç килекен енне тухнă май асăрханманни, çулсем хĕресленекен вырăнсенчен иртнĕ чухне тимлĕ пулманни.

Хăрушлăха чакарма пулăшакан хатĕрсен шутĕнче министр фото-, видоефиксаци камерисене асăнчĕ. Вĕсен шучĕ самай пысăк — 212. Анчах нумайăшĕ, 36-шĕ, юсавсăр. Хăшĕсен юсавĕ валли нумай тăкакланма кирлĕ мар, анчах тепĕр пайне ĕçе кĕртесси хакла кайса ларать. Кашнин юсавĕ валли 500-700 пин тенкĕ кирлĕ. Çавăнпа хăшĕсене юсани те вырăнсăр пуль — хăш-пĕр камера ячĕшĕн кăна, водительсене хăратма, çакăнса тăни вăрттăнлăх мар.

www.hypar.ru
 

Комментари хушас