Çамрăк профессионалсем тупăшĕç

12 Нарăс, 2021

Чăваш Енре «Çамрăк профессионалсем» чемпионатăн регионти тапхăрне хатĕрленеççĕ. Ĕç профессийĕсене алла илекен студентсен тупăшăвĕ нарăсăн 15-мĕшĕнче пуçланĕ.

ЧР вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕн заместителĕ Николай Жуков палăртнă тăрăх, конкурс Шупашкарти, Çĕнĕ Шупашкарти, Канашри, Çĕрпÿри техникумпа колледжсен лапамĕсенче иртĕ. 521 яшпа хĕр тупăшăва хутшăнма кăмăл тунă. Вĕсенчен 388-шĕ — 16-22 çулсенче, 108-шĕ — 16 çултан кĕçĕн. Кăçал аслă ăрурисем те конкурса хутшăнма пултарĕç. 50 çултан иртнĕскерсем «Геопространство технологийĕ», «Сантехникăпа хутса ăшăтни», «Ресторан сервисĕ», «Сварка технологийĕ» компетенцисенче тупăшĕç.

Республика тапхăрĕнче мала тухнисем çĕршыв ăмăртăвне хутшăнĕç. Вăл Пушкăрт Республикинче иртĕ.

www.hypar.ru Wsr.chemk.org сăн ÿкерчĕкĕ

Рубрика: 

Комментари хушас