Çăпатан кантри пур…

16 Утă, 2022

Тĕп хулари ĕçлĕ «Республика» центрта шăматкун «Тĕрĕс Раççей — Патриотсем — Тĕрĕслĕхшĕн» партин регион уйрăмĕн конференцийĕн виççĕмĕш тапхăрĕ иртрĕ. Унта Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев хутшăнчĕ.

Конференци кун йĕркине çичĕ теçетке ытла ыйту кĕртнĕ. Пĕр пайне умĕнхи тапхăрсенче тишкернĕ, шăматкун парти уйрăмĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтусене тишкересси малалла тăсăлчĕ. Пухăннисен умĕнче регион ертÿçи Олег Николаев сăмах илчĕ. Вăл парти членĕсене çитменлĕхсене тупса палăртни кăна çителĕксĕрри çинчен каларĕ — япăххине лайăхлатас енĕпе мĕн тумаллине те пĕлмелле, сĕнмелле. Япăххи çинчен калани кăна политика анинчи конкуренцишĕн çителĕксĕр. Партисен çивĕч кĕрешĕвĕн условийĕсенче ку пушшех пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Конкурентлăх вара чăннипех пысăк. Олег Алексеевич пĕлтернĕ тăрăх, пĕлтĕр кăна республикăра коммерципе çыхăнман вунă ытларах организаци ĕçленĕ. Халь вĕсен шучĕ 80 яхăн — нумайăшĕ яваплăха туйса хастар ĕçлет. Вĕсем валли уйăракан грантсен калăпăшĕ те пысăкланса пырать. Кăçал çур çултах пĕлтĕрхинчен ытларах грант илме пултарнă.

Е тата — пуçаруллă бюджет мелĕ. Пĕлтĕр 800 ытла проект пулнă, кăçал — 900 ытла. Олег Алексеевич шучĕпе, кирек хăш депутат та вăл е ку ыйтупа проект офисĕ йĕркелесе çынсемшĕн усăллă пуçарăва тÿрре кăларма пултарать — кăмăл, ĕçлес хавхалану кăна пултăр. Анчах, шел, хăш чухне çакă çитмест. Тĕслĕх вырăнне вăл нумай ачаллă, сахал тупăшлă çемьесенчи ачасене шкулта кунне икĕ хут тÿлевсĕр апатлантарассипе çыхăннă йышăну çинчен каларĕ. Правительство чăннипех ырă пуçару тунă, кунашкал йышăну ытти регионта çук. Анчах ăна пурнăçлас тĕлĕшпе çитменлĕхсем пулни вăрттăнлăх мар. «Районсемпе хуласен администрацийĕсен пуçлăхĕсене тĕпĕртеттеретпĕр-ха, анчах депутатсен, Патшалăх Канашĕ, вырăнсенчи пухусен енчен çак ĕçе хутшăнас кăмăл пулмарĕ», — ÿпкевлĕн каларĕ Олег Николаев.

Чăвашсен «çăпатан кантри пур, япалан йĕрки пур» текен каларăшне аса илтернĕ май вăл вăл суйлава хутшăнакан кандидатсене çак самантсене шута илсе ĕçлеме чĕнсе каларĕ. Ку, иккĕленмест вăл, халăх партисене, вĕсен представителĕсене шанассине тÿррĕнех пырса тивет. Ан тив, ырă ĕçсем капашсăр пысăк ан пулччăр, анчах хайхи шанăç тумламсенчен капланать. Партишĕн çынсен ыйтăвĕсене çывăха илесси малти вырăнта пулмалла.

Чăваш Енри справороссен лидерĕ, Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков та çак шухăшпа килĕшрĕ. «Критикленĕ май сĕнмелле» - хăй те ĕçтешĕсене çак принципа тĕпе хума хистет. Парти членĕсем вăл е ку çитменлĕх çинчен пĕлтернĕ май вĕсенчен ăна пĕтермелли сĕнÿсем пама ыйтать. Çакă, пусăм тусах палăртрĕ Анатолий Геннадьевич, Чăваш Енре «Тĕрĕс Раççей» парти яваплăхĕ пушшех пысăккипе те сăлтавланнă. Республика Пуçлăхĕ — парти элчи. «ТР» представителĕсем çавăн пекех муниципалитетсен ертÿлĕхĕнче те пур — яваплă тивĕçе пурнăçлаççĕ. Çынсем «Тĕрĕс Раççейшĕн» сасăласси вĕсен ăнăçлă ĕçĕнчен те нумай килет.

www.hypar.ru

Комментари хушас