Çĕнĕ професси — çĕнĕ утăм

30 Çу, 2022

Ĕçсĕр юлнисене професси пĕлĕвĕ парассипе çыхăннă ыйту Ĕçлев министерствин кулленхи ĕç кунĕнчен тухмасть. Тунтикунхи канашлура Алена Елизарова министр каланă тăрăх, хальхи вăхăтра Чăваш Енри ĕçпе тивĕçтерекен центрсенче 5294 çын учетра тăрать.

Предприятисенче 155 çынна ĕçрен кăларса ярас хăрушлăх пур, 174 çыншăн ĕç вăхăчĕ вĕçленет, санкцие пула производствăсене вăхăтлăха чарнипе 813 çын килте ларать. Ĕçсĕррисене хушма пĕлӳпе тивĕçтерекен ятарлă программăсем пулăшнипе 2021 çулта 1500 çын тĕрлĕ профессие алла илнĕ, вĕсенчен 85 проценчĕ ĕçе вырнаçнă. Кăçал 725 çын вĕренме пуçланă. «Демографи» нацпроектпа килĕшӳллĕн 2132 çынна пĕлӳ илме квота панă. Хальлĕхе 1061 çын вĕренме кăмăл пурри çинчен пĕлтернĕ. «Социаллă контракт» программа та сахал тупăшлисене професси илме услови туса парать.

www.hypar.ru
 

Комментари хушас