Çĕнĕ шкулта çĕнĕ майсем пулĕç

31 Çурла, 2020

Шупашкарти «Садовый» микрорайонта 1650 вырăнлăх шкул пулĕ. Паян строительство ĕçĕсем официаллă майпа пуçланчĕç. Пулас шкулăн малтанхи кирпĕчĕсене Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев, Раççейĕн Федераци пухăвĕн Патшалăх Думин Комитечĕн финанс рынокĕпе ĕçлекен председателĕ Анатолий Аксаков, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсем Алена Аршиновăпа Леонид Черкесов, Шупашкар Пуçлăхĕ Евгений Кадышев, Шупашкар Администрацийĕн Пуçлăхĕ Алексей Ладыков, çак микрорайонта пурăнакан Исачкинсен çемйи хутшăнчĕç.

Тӳрех палăртмалла, «Садовый» микрорайон илемĕпе нумай çынна илĕртет. Анчах ачаллă çемьесемшĕн шкул ыйтăвĕ йывăрлăх кăларса тăратать. Тĕпренчĕкĕсем килтен инçе вырнаçнă шкулсене çӳренĕ чухне ашшĕ-амăшĕ вĕсемшĕн питĕ хумханать-çке. Çитменнине, тепĕр чухне транспорт енчен те йывăрлăхсем пулкалаççĕ.

Паллах, çĕнĕ шкул кирлех. Чăваш Ен аталанăвĕн 5 çуллăх планне палăртнă чухне ку ыйтăва тимлĕхсĕр хăварман. Куратăр ĕнтĕ, тĕллеве пурнăçлама шăпах та «Садовый» микрорайонтан пуçланă.

— Çĕнĕ шкул вĕренĕве çĕнĕлле йĕркелеме майсем туса парĕ, — терĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев шкул строительствине пуçлассипе çыхăннă савăнăçлă лару-тăрура.

Юлашки 5 çулта темиçе шкул çĕкленине асăнса çак ĕçе малалла та вăйлатмаллине палăртрĕ вăл. Сăмах май, Университет районĕнче те ачасене шкул кирлĕ. Çавăнпа унта тата Шупашкарăн Çĕнĕ Кăнтăр районĕнче те кĕçех пĕлӳ çурчĕсем çĕклессипе строительство ĕçĕсем пуçланмалла. Çапла майпа 1-2 çулта икĕ сменăпа вĕренессине пачах та пĕтерме тĕллев лартнă, пĕр смена çеç пулмалла.

— Анчах та кăçаллăха икĕ сменăпа вĕренессине тата кăштах хушма тивет, ку эпидеми лару-тăрăвĕпе çыхăннă. Пире çак тĕлĕшрен ăнланма ыйтатăп, — терĕ Олег Алексеевич вĕренӳ пахалăхĕ малти вырăнта пулмаллине палăртса. «Садовый» микрорайонта пурăнакансене вара çĕнĕ шкул строительстви пуçланнă ятпа саламларĕ.

Шкул ыйтăвĕ мĕн тери çивĕч пулнине Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсем те çивĕч туйса илнĕ. Ун пирки социаллă сетьсенче сахал мар çыру килнине каларĕ Алена Аршинова.

— Шкул кирлех. Вăл пулатех тесе темиçе те каларăмăр. Малашне тата хăвăртрах ĕçлĕпĕр. Мĕн чухлĕ кирлĕ, çавăн чухлĕ ача сачĕ тата шкул çĕклĕпĕр. Çĕнĕ шкул ăçта маларах пуласси пирки микрорайонсен хушшинче тупăшу пынине те пĕлетĕп. Пирĕн шухăшпа, вăл пур çĕрте те кирлĕ, — терĕ Алена Игоревна паян çак енĕпе пысăк ĕç пуçланнишĕн савăнса. Ун чухне вара транспорт ыйтăвĕ те кулянтармĕ.

Вĕренӳ стандарчĕсем çулленех улшăнса пыраççĕ, пурнăçа çĕнĕлĕхсем кĕрсех тăраççĕ. Эппин, пулас шкул та ачасене çĕнĕ йышши вĕренӳ хатĕрĕсемпе тĕлĕнтерĕ. Тепĕр ыйту — пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлекен педагогсен коллективĕ. Ку та пулĕ. Кружока е спорт секцине те инçе кайма тивмĕ.

— Эсир мĕн ыйтнине эпир асрах тытатпăр. Çак ĕçе пĕрле пурнăçлăпăр! — терĕ Алена Игоревна шантарса.

Микрорайонта пурăнакансене саламланă хыççăн хăнасем пулас шкулăн малтанхи кирпĕчĕсене хучĕç, вĕсем çине асăнмалăх алă пусрĕç.

Кунта пурăнакансемшĕн çак самант уяв евĕрех иртрĕ. Пĕчĕк ачисемпе тухнă ашшĕ-амăшĕн куçĕнче хавхалану та сисĕнчĕ.

«Тахçанах кĕтетпĕр ĕнтĕ. Аслă хĕрĕм шкултан вĕренсе тухиччен пулĕ-ши ку шкул? Кĕçĕнни унта çӳресе курсан та савăнăттăмăр-ха», — терĕ çакăнта пурăнакан Ирина Григорьева.

Чăнах та, савăнмалли çитĕ, ачасене вĕренме тата спорт тĕлĕшĕнчен аталанма мĕн кирли пĕтĕмпех пулĕ: хоккей курупки, тренажер вырăнĕ, чупмалли çул, футбол уйĕ, бассейн...

Хальлĕхе вара «Садовый» микрорайонта пурăнакан 7-18 çулсенчи 1900 ачан ашшĕ-амăшĕ çак шкул строительстви вĕçленессе чăтăмсăррăн кĕтет.

www.hypar.ru Василий Кузьмин сăн ÿкерчĕкĕсем кунта. 

 

Рубрика: 

Комментари хушас