Çĕнĕ Шупашкарта завод тăваççĕ

25 Авăн, 2020

2020 çулхи çу уйăхĕн 28-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкарти «Химпром» ощество территорийĕнче антрахинон мелĕпе водород перекиçĕ хатĕрлемелли производство объекчĕсенчен пĕрне тума тытăннă. Паян унта «Хыпар» журналисчĕ пулса курнă.

— Икĕ çултан кунта инженерин, водород перекиçĕн производствин оборудованийĕн, растворительсем йышăнмалли тата инженери инфратытăмĕсен корпусĕсем, продукцие пухса пымалли тĕп корпус çĕкленсе ларĕç. Çапла вара завод хута кайĕ, потребительсем патне водород перекиçĕ кашни талăкра 250 тонна е чукун çулпа 6-7 цистерна, çулталăкра 50 пин тонна таран ăсатма тытăнăпăр, — терĕ «Волжская перекись» обществăн технологипе эксплуатаци ушкăнĕн ертÿçи Андрей Синицын. — Корпуссене 2300 тимĕр-бетон свай çине вырнаçтарăпăр. Авăн уйăхĕн 25-мĕшĕ тĕлне 1200-шне ятарлă машинăпа пусăрăнтарса çĕре антарса лартнă. Кайран свайсем çине ростверк тата никĕс плитисем хурса тытăнтарăпăр. Корпуссене хăпартма кунта Швецирен Атăл тăрăх 36 метр тăршшĕ колоннăсем, Раççейри лицензиллĕ предприятисенчен технологи обрудованийĕсем илсе килĕç.

Строительствăн тĕп подрядçи «СП-плюс» общество Чăваш Енрен мар, подрядçăсем вара вырăнтан.

— Объектра куллен инженерсемпе техниксемсĕр пуçне 30 специалист ĕçлет. Корпуссене строительсемпе килĕшÿре пăхса хăварнă вăхăт тĕлне — икĕ çултан — туса пĕтеретпĕр, — терĕ «СП-плюс» обществăн Çĕнĕ Шупашкарти филиалĕн ертÿçи Роман Бортников.

Водород хатĕрлемелли оборудование Германири компанирен туянма килĕшÿ тунă. Водород перекиçне Çĕнĕ Шупашкарта туса кăларма, завод валли технологи оборудованийĕ тата лицензи илме «Волжская перекись» общество Швецин Chematur Engineering AB /CEAB/ компанийĕпе килĕшÿ çирĕплетнĕ. Ăна Альфред Нобель 1994 çулта уçнă.

ШУХĂШ

Надежда СТОЛЯРОВА, ЧР Экономика аталанăвĕпе пурлăх хутшăнăвĕсен министерствин инвестици пайĕн ертÿçи:

Республикăн социаллă пурнăçĕпе экономикине вăйлатма май паракан уйрăм программăсене ĕçе кĕртмелли стратегиллĕ мероприятисен шутĕнче — ыттисенчен маларах аталантармалли территорисем. Чăваш Ен Правительстви Раççей Экономика аталанăвĕн министерствине Çĕнĕ Шупашкарта социаллă пурнăçпа экономикăна маларах аталантармалли территори туса хума заявка тăратнă. 2021-2030 çулсенче унта 20 ытла çĕнĕ производство йĕркелеме, хула çыннисене 1200 яхăн ĕç вырăнĕпе тивĕçтерме, производствăна 10 млрд ытла тенкĕ явăçтарма палăртнă. Патшалăх пĕчĕк тата вăтам предпринимательсене çак тĕллеве пурнăçламашкăн çăмăллатнă йĕркепе налук тÿлемелли меслетме усă курма май туса парĕ.

www.hypar.ru

Юрий МИХАЙЛОВ.

Комментари хушас