Чăх çăмарти нумайланнă

19 Юпа, 2020

Чăваш Енри ял хуçалăх организацийĕсенче çăмарта тăвасси 5,6% чухлĕ ӳснĕ.

Росстат палăртнă тăрăх, 2020 çулхи кăрлач-авăн уйăхĕсенче регионăн пысăк, вăтам тата пĕчĕк ял хуçалăх организацийĕсенче 129,8 млн чăх çăмарти пухса илнĕ — пĕлтĕрхипе танлаштарсан ку 5,6% чухлĕ нумайрах.

Çăмарта туса сутассипе Чăваш Ен Атăлçи федераци округĕнче — 4-мĕш вырăнта. Маларах — Киров, Пенза облаçĕсем тата Мари Республики.

Чăваш Енре чăх çăмарти туса кăларассипе ĕçлекен тĕп предприяти — «Моргаушская» кайăк-кĕшĕк фабрики.

www.hypar.ru Azbyka.ru сăн ÿкерчĕкĕ

 

Рубрика: 

Комментари хушас