Чăваш Ене курса çÿрĕç

11 Утă, 2022

Шкул ачисен хушшинче туризма аталантарма çĕршывра çĕнĕ программа хута янă. Унта хутшăнакан 18 регион шутне Чăваш Ен те кĕрет.

Çак программăна пурнăçлама республика тата федераци бюджетĕнчен 22 миллион ытла тенкĕ уйăрĕç. Турсене 5-9-мĕш классенче вĕренекенсем хутшăнаяççĕ. Вĕсем республикăри паллă вырăнсене курса çӳрĕç, «виçĕ çăлтăрлă» хăна çурчĕсенче пурăнĕç. Çапла майпа ачасем тăван ен историне лайăхрах вĕренĕç.

www.hypar.ru

Комментари хушас