Чăваш Енре мĕнле специалистсем кирлĕ пулассине тишкерĕç

26 Утă, 2021

Вĕренӳ заведенийĕсенчен специальноç илсе тухакан çамрăксем ĕçе вырнаçнă чухне мĕнле йывăрлăхсемпе тĕл пулаççĕ? Чăваш Ен Пуçлăхĕ тунтикунсерен ирттерекен канашлура вĕрентӳ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алексей Лукшин пĕлтернĕ тăрăх, республикăра нумай орасльте кадрсем çитмеççĕ: ял хуçалăхĕнче, педагогикăра, медицинăра, ытти сферăра. Çав вăхăтрах вĕренӳ заведенийĕсене пĕтерекен çамрăксен çурринчен ытларах пайĕ кăна ĕçе вырнаçать.

Паллах, çакă тивĕçтермест. Финанс министрĕ Михаил Ноздряков чи малтан бюджет шучĕпе вĕреннĕ ĕнерхи студентсемпе интересленме сĕнчĕ: патшалăх укçине мĕнле тĕллевпе тăкаклатпăр — пирĕн çакна ăнланмалла. Ку шухăшпа Олег Николаев та килĕшрĕ. Вăл тĕрлĕ отрасле çитес 3-4 çулта мĕнле специалистсем кирлине тĕплĕ тишкерме сĕнчĕ. Çак тишкерӳ пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх вĕренӳ заведенийĕсен вĕрентӳ программисене тӳрлетӳсем кĕртме май пулĕ.

www.hypar.ru
 

Рубрика: 

Комментари хушас