Чăваш эстради çĕнĕ ятсем шырать

26 Юпа, 2021

Эстрада артисчĕсен пĕрлешĕвĕ «Вокал Чăваш Енĕ-2021» вокал искусствин конкурсне ирттерет.

Пултарулăх ăмăртăвĕ кăçал дистанци мелĕпе йĕркеленĕ. Ăна Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене тăвакансен ĕç паттăрлăхне халалланă çулталăкпа килĕшӳллĕн ирттерме палăртнă. Конкурс пултаруллă çамрăксен хушшинче çĕнĕ ятсене тупма пулăшĕ.

Хутшăнакансен юрлас ăсталăхне çак ушкăнсенче хаклĕç:

1-мĕш ушкăн – 5-11-мĕш классенче вĕренекенсем,

2-мĕш ушкăн – 18-25 çулсенчи çамрăксем,

3-мĕш ушкăн – 25-35 çулсенчисем,

4-мĕш ушкăн – 35 çултан аслăраххисем.

Конкурс номинацийĕсем:

вокал пултарулăхĕ /эстрада, халăх тата академи юрри/:

- Соло,

- Ансамбль /тĕрлĕ ӳсĕмри çынсен хутшăнма юрать/,

- Хор.

Конкурс пĕтĕмлетĕвĕсемпе чӳк уйăхĕн 23-24-мĕшĕсенче Эстрада артисчĕсен союзĕн ушкăнĕнче (https://vk.com/club29810312) паллашма пулĕ.

Тĕплĕнрех – Конкурс положенийĕнче…

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментари хушас