Чăваш салтакĕсене асăнса…

18 Юпа, 2021

Смоленск облаçĕнчи Вязьма хулинчи асăну хирĕнче Чăваш Енрен Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă салтаксене халалласа асăну плитисем уçнă.

Çакна РусГидро партнерĕсем пулăшнипе йĕркеленĕ. Каярах унта ятарлă чул вырнаçтарĕç. Унта историри пулăма сăнлакан кĕнеке тата каска пулĕç. Асăну плитисене 2022 çулхи ака уйăхĕнче уçма палăртнă. Унта Çĕнĕ Шупашкарти химипе механика техникумĕн «Ирĕклĕ шырав» отряд та, пуç хунă салтаксен тăванĕсем те хутшăнĕç.

www.hypar.ru Фото из открытых источников

Комментари хушас