Чăваш самбисчĕсен 4 «ылтăн»

9 Чÿк, 2020

Сербири Нови-Сад хулинче самбо чемпионачĕ тата тĕнче первенстви иртнĕ.

Тĕнчери 30 çĕршывран пуçтарăннă 400 ытла спортсмен хушшинче Раççейри 40 самбист пулнă, вĕсенчен 4-шĕ — Чăваш Енрен. Пĕрремĕш куннех Раççей 10 медаль çĕнсе илнĕ: 8 «ылтăн», 2 «кĕмĕл» тата 1 «бронза». 44 килограмран сахалрах таякансен виçинче пирĕн ентеше, Раççей спорт мастерне Татьяна Федоровăна çитекен пулман.

Тепĕр кунне 48 килограмран сахалрах таякансен виçинче Раççей тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ Елена Бондарева çĕнтернĕ. Виççĕмĕш кунне 52 килограмран сахалраххисен йышĕнче тĕнче класлă Раççей спорт мастерĕ Вера Лоткова чемпион титулне тивĕçнĕ. 48 килограмран сахалрах таякан каччăсен виçинче спорт мастерĕн кандидачĕ Фирзан Дилмиев «ылтăнлă» пулнă.

www.hypar.ru Sport.cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ

Рубрика: 

Комментари хушас