Чăвашла пĕлекенсене пĕр вăхăтра диктант çырма йыхравлаççĕ

22 Ака, 2021

Ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче чăвашсем пурăнакан пур хулапа ялта та йăлана кĕнĕ Пĕтĕм чăваш диктанчĕ иртет.

Акцие Чăваш чĕлхи кунне тата çĕнĕ чăваш çырулăхне туса хунăранпа 150 çул çитнине халалласа Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, «Хыпар» хаçат, Чăваш наци радиовĕ, Чăваш наци телевиденийĕ, Тăван радио, Чăваш Республикин наци библиотеки, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ тата И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ ирттереççĕ.

Акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстересси.

Диктантра вуламалли текста ятарлă конкурс ирттерсе палăртнă.  Унта Чăваш Республикинче пурăнакансем те, республика тулашĕнчисем те, уйрăмах Пушкăрт Республикинчисем, хастар хутшăннă. 30 ытла ĕçрен Юхма Мишши хайлавĕ тăрăх хатĕрленĕ текста суйласа илнĕ.

Йĕркелÿçĕсем палăртнă тăрăх, конкурса хутшăннисене ака уйăхĕн 30-мĕшĕ хыççăн сертификат параççĕ, çĕнтерÿçине вара «Халăх шкулĕ» журнала çур çуллăх тÿлевсĕр çырăнтараççĕ.

www.hypar.ru Сhrio.cap.ru ÿкерчĕкĕ
 

Рубрика: 

Комментари хушас