Чечек хунă

22 Çĕртме, 2020

Паян, çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче, пирĕн çĕршыв Астăвăмпа хурлану кунне паллă турĕ. Шăп та лăп çав кун, 79 çул каялла, çĕршывăмăр çине фашистсем тапăннă. Вăл кашни çемьене хурлăхпа çухату илсе килнĕ. Аслă вăрçăн суранĕ паян та пирчеймест.

Шупашкарти «Çĕнтерÿ» мемориал комплексĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев пулнă. Вăл унти Вилĕмсĕр çулăм патне чечек хума хутшăннă. Йышра çавăн пекех РФ Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, РФ Патшалăх Думин депутачĕсем Алена Аршинова тата Леонид Черкесов, Чăваш Ен Патшалăх Канашĕн председателĕ Альбина Егорова, ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Вячеслав Борисов, ĕç тăвакан влаç органĕсен ертÿçисем пулнă.

Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче пуç хунисене асра тытса, паян пурăнакансене сума суса Чăваш Енре сахал мар ĕç туса ирттернине палăртнă Олег Николаев. Вăрçа хутшăннисен ячĕсене пĕр çĕрте упраса хăварас тĕллевпе архивпа документ материалĕсен центрĕсене йĕркелеççĕ. 2021 çула Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене чавнă ĕçре паттăрлăх кăтартнă çынсене халалланă çулталăкĕ тесе йышăннă. «79 çул каялла историри чи юнлă вăрçă пуçланнă. Чăваш халăхĕ хăйĕн 208 пин ытла ывăл-хĕрне фронта ăсатнă. Сăрпа Хусан хÿтлĕх чиккисене тума 200 пин çын, ытларахăшĕ – хĕрарăмсемпе ачасем, хутшăннă. Эпир çав материалсене тишкерĕпĕр, хÿтлĕх чиккисене чавма хутшăннисемпе калаçăпăр. Çав пулăмсемпе çыхăннă объектсене туристсем валли уçăпăр. Тăван çĕршывăн кăра вăхăтне тÿссе ирттернисен паттăрлăхĕпе паллаштарни ÿсекен ăрăва патриотизм воспитанийĕ пама кирлĕ», – палăртнă Олег Николаев.

www.hypar.ru Василий Кузьмин сăн ÿкерчĕкĕсем кунта...

Комментари хушас