Чи лайăх ăсчахсене чысларĕç

8 Нарăс, 2021

Паян И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче Раççей ăслăлăхĕн кунне халалланă мероприятисем старт илчĕç. Аслă шкулта «Чăваш Республикин чи лайăх çамрăк ăсчахĕ» тата «Çулталăк аспиранчĕ» конкурссене пĕтĕмлетрĕç, çĕнтерÿçĕсене чысларĕç.

— Ăслăлăх — вăл пултарулăх. Историксемпе филологсем тĕпчевсен никĕсĕнче монографисемпе статьясем пичетлеççĕ. «Технарьсен» ĕçĕсене алăпа тытса пăхма та пулать. Паянхи куравра вĕсен ĕçĕсемпе паллашма тÿр килчĕ. Космос промышленноçĕнче усă куракан пралук туса кăларатпăр вĕт. Тĕлĕнмелли юнашарах, — терĕ ЧПУ ректорĕ Андрей Александров.

Пĕлтĕр аслă шкул никĕсĕнче ăслăлăх аталанăвĕн фондне йĕркеленĕ. Вăл ăсчахсене хавхалантарать, тĕрев парать.

— Çак кун сирĕнпе пĕрле пулни маншăн чыс. Ăслăлăх çынни çывăрма выртас умĕн хăйĕн проекчĕ çинчен шухăшлать, ирпе куç уçсан та ĕçĕ пиркиех пуç ватать. Проекта пурнăçа кĕртни пĕлтерĕшлĕ. Идейăсене чăнлăха çавăрмалла. Университет пурнăçлакан ĕçĕ капашсăр пысăк, — терĕ вĕрентÿ министрĕ Алла Салаева.

«Чăваш Республикин чи лайăх çамрăк ăсчахĕ» конкурсра Михаил Беликов, Сергей Васильев, Гульназ Гайнетдинова мала тухнă. «Чи лайăх презентаци» ăмăртура Дарья Ануфриева çĕнтернĕ.

Тĕплĕнрех — «Çамрăксен хаçачĕн» черетлĕ номерĕнче.

www.hypar.ru Ольга КАЛИТОВА сăн ÿкерчĕкĕсем кунта.

Рубрика: 

Комментари хушас