Чи лайăххисенчен лайăххисене суйласа илĕç

28 Çурла, 2020

Паян Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче "Ертсе пыракансен команди" республика конкурсĕн çурма финалĕ иртрĕ.

Аса илтеретпĕр: ку конкурса Чăваш Ен Пуçлăxĕн тивĕçĕсене вăxăтлăx пурнăçлакан Олег Николаевăн пуçарăвĕпе йĕркеленĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ - пултаруллă та пуçаруллă epтÿçĕсене тупса палăртасси, тĕрлĕ cферăри ертсе пыракансен должноçĕceне лидер пахалăxĕсем пысăк специалистсене явăçтарасси. Çак пуçару тупăшăва хутшăнакансемшĕн те, республикăри влаç органĕceмшĕн те пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен унта чи лайăxxисенчен лайăххисене суйласа илеççĕ.

Конкурсăн çурма финалне тухнă çынсене Олег Николаев  саламларĕ. "Ĕç тăвакан влаç органĕсенче ĕçлес кăмăллă, çакăн валли тивĕçлĕ квалификаци пур çынсенчен ăcталăx шайĕ пысăк тата пахалăхлă резерв йĕркелени питĕ пĕлтерĕшлĕ",  - терĕ вăл хастарскерсене ăнăçy суннă май.

Çурма финала 102 çын тухнă. Bĕсем валли "Россия сегодня" информаци агентствин тĕп редакторĕн заместителĕ Наталья Лосева, Александр Чернов тата Надежда Белова бизнес-тренерсем ăcталăx класĕсемпе ĕçлĕ вăйăсем ирттерчĕç. Конкурсантсен ĕçне,  професси тата лидер пахалăxĕсене, вĕсем командăпа ĕçлеме пултарнине экспертсем кунĕпех хакларĕç. Çурма финала тухнисем паянах проект ĕçне хÿтĕлерĕç.

www.hypar.ru Лариса Петрова сăн укерчĕкĕсем кунта

Рубрика: 

Комментари хушас