ЧППУра Донецк тата Луганск республикисен ачисем валли университетри профильлĕ вĕрентӳ смени уҫӑлчĕ

20 Утă, 2022

Вунӑ кун пыракан сменӑра аслӑ классенче вĕренекенсем Шупашкарпа, чӑваш халӑх культурипе, йӑли-йĕркипе паллашĕҫ, предприятисемпе музейсенче экскурсисенче пулĕҫ, ӑсталӑх сехечĕсене, спорт ӑмӑртӑвĕсене, конкурссене хутшӑнĕҫ.

Мероприятие ЧР Пуҫлӑхĕ Олег Николаев, ЧР Патшалӑх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов, РФ Ҫутĕҫ министерствин ĕҫченĕ Инна Головина, ЧР вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрĕн тивĕҫĕсене пурнӑҫлаканĕ Алексей Лукшин, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чӑваш патшалӑх педагогика университечĕн ректорĕ Владимир Иванов хутшӑнчĕҫ. Тухса калаҫакансем пурте Чӑваш Енре Донецк тата Луганск ачисене хавас пулнине палӑртрĕҫ. Пирӗн республикӑра 128 наци халӑхĕ туслӑ, килĕштерсе пурӑнни ҫинчен каласа пачĕҫ.

www.hypar.ru Роза Власова сӑн ӳкерчӗкӗсем

Рубрика: 

Комментари хушас